Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Банк сотрудникӗ ӗç шырать

Банк кризисӗ предприятисемпе организацисене кăна мар, ахаль çынсене те вирлӗн пырса çапрӗ. Мӗн чухлӗ çын хăйӗн укçи-тенкине каялла тавăрас тесе нушаланса пӗтрӗ, организацисем вклачӗсене пуçӗпех çухатрӗç темелле. Ку кризисăн пӗр енӗ, тепӗр енӗ -çынсем ӗçсӗр юлни. Тутарстанра 2017 çулти сентябрьпе декабрь уйăхӗсенче 2852 банк сотрудникне ӗçрен кăларма йышăннă, пӗлтерет REGNUM...

Банк кризисӗ предприятисемпе организацисене кăна мар, ахаль çынсене те вирлӗн пырса çапрӗ. Мӗн чухлӗ çын хăйӗн укçи-тенкине каялла тавăрас тесе нушаланса пӗтрӗ, организацисем вклачӗсене пуçӗпех çухатрӗç темелле. Ку кризисăн пӗр енӗ, тепӗр енӗ -çынсем ӗçсӗр юлни. Тутарстанра 2017 çулти сентябрьпе декабрь уйăхӗсенче 2852 банк сотрудникне ӗçрен кăларма йышăннă, пӗлтерет REGNUM ИА.

Сентябрь уйăхӗн кăтартăвӗсемпе республикăра 2 миллион ытла çынна ӗçпе тивӗçтернӗ, вӗсенчен 1,99 миллионӗ экономика сферинчевăй хурать. 68,5 пин çын вара ӗç шырать. Январьтен пуçласа Раççейӗн Тӗп Банкӗ Тутарстанăн 5 банкӗн лицензине туртса илчӗ, çавсен шутӗнче «Татфондбанк», «Анкор банк», «Интехбанк», «Татагропромбанк», «Спурт банк». Çавна пула республикăра ӗçсӗррисен шучӗ тата та ӳсме пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев