Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çар ветеранӗсем Савгачевăра

Аксу район ачисем шкултах патриотизм воспитанийӗ илеççӗ, тесе пӗлтерет Аксу район сайчӗ. Республикăри çар службин ветеранӗсен канашӗ çак кунсенче Аксу районӗнче ӗçлӗ визитпа пулнă. Сăмах май, вăл çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийӗ паракан ытти обществăлла организацисемпе те тачă çыхăнса ӗçлет. Çавăнпа та Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ, Çар службин ветеранӗсен канашӗн...

Аксу район ачисем шкултах патриотизм воспитанийӗ илеççӗ, тесе пӗлтерет Аксу район сайчӗ. Республикăри çар службин ветеранӗсен канашӗ çак кунсенче Аксу районӗнче ӗçлӗ визитпа пулнă. Сăмах май, вăл çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийӗ паракан ытти обществăлла организацисемпе те тачă çыхăнса ӗçлет. Çавăнпа та Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ, Çар службин ветеранӗсен канашӗн председателӗн çумӗ Равиль Хакимов ертсе пыракан делегаци йышӗнче «Германири çар ушкăнӗсен ветеранӗсен союзӗ» республикăри ветерансен (пенсионерсен) обществăлла организацийӗн председателӗ, запасри генерал-майор Анатолий Молоствов, Тутарстанри чăваш таврапӗлӳçисен пӗрлӗхӗн ертӳçи Александр Семенов тата чăваш çамрăкӗсен представителӗсем хутшăннинчен тӗлӗнмелли çук.

Хусан хăнисем çав кун район администраци пуçлăхӗн çумӗпе Ильшат Загидуллинпа, районти ветерансен канашӗн председателӗпе Галина Бобковăпа тӗл пулнă хыççăн Савгачево шкулне çул тытнă. Вӗсене кунта малтан Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев кӗтсе илнӗ. Шурă тинӗс флотилин çар трибуналӗн председателӗ пулнă Василий Федорова асăнса унăн палăкӗ умне пурте пӗрле чечек хунă.

Çапах та асра юлакан тӗлпулу Савгачево шкулӗнче пулнине хыпарлать сайт. Шкулăн акт залӗнче хăнасемпе ачасем тӗл пулнă. Отставкăри офицерсем çар служби, каччăсене вăл хăюллă, хуть мӗнле йывăрлăхсене çӗнтерме хăнăхтарни çинчен ӗнентерӳллӗ те интереслӗ каласа панине ачасем сывламасăр тенӗ пек итлесе ларнă. Ку шкултан вӗренсе тухнă каччăсем çар хӗсметне лайăх ирттерес йăлана яланах тытса пынă-ха, малашне те çаплах пуласса иккӗленместпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев