Çавра çулпах каймалла
Тутарстанра Кама тата Атăл урлă пăр çийӗн каçмалли тӳрӗ çулсене çитес эрнере хупаççӗ. Хальхи вăхăтра республикăра кун пек официаллă çулсем тăваттă: Елабуга, Мамадыш, Ешӗлвар тата Тури Услон районӗсенче. Пăр çинче путăксем, çурăлнă йӗрсем пулсанах кун пек çулсем урлă каçма юрамасть. Тутарстанăн пӗчӗк кимӗ-карапсен енӗпе инспекторӗ Юрий Венедиктов сăмахӗсемпе, пăр урлă...
Тутарстанра Кама тата Атăл урлă пăр çийӗн каçмалли тӳрӗ çулсене çитес эрнере хупаççӗ. Хальхи вăхăтра республикăра кун пек официаллă çулсем тăваттă: Елабуга, Мамадыш, Ешӗлвар тата Тури Услон районӗсенче.
Пăр çинче путăксем, çурăлнă йӗрсем пулсанах кун пек çулсем урлă каçма юрамасть. Тутарстанăн пӗчӗк кимӗ-карапсен енӗпе инспекторӗ Юрий Венедиктов сăмахӗсемпе, пăр урлă тепӗр эренерен каçма юрамасть, мӗншӗн тесен çанталăк ăшăтса пырать. Атăлта, тӗслӗхрен, М7 çул çинчи кӗпер тата Ешӗлвар районӗнчи чугун çул кӗперӗ çывăхӗсенче пăр çурăлнă та. Çав вырăнсенче пăр çине кӗме юраманни çинчен паллăсем вырнаçтарнă. Çавăнпа хисеплӗ водительсем, малашне çавра çулпах кайма тивет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев