Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне Георгий хăйăвĕ
Çак кунсенче Хусанти Бауман урамĕнче кашни çул иртекен «Георгиевская ленточка» акци пуçланнă. Камăн çĕнтерÿ хăйăвĕ илме кăмăлĕсем пур, çавсене волонтерсем тÿлевсĕрех парнелеççĕ. Паллах, ку акци Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çынсем мĕнле асап тÿснисене асра тытмаллине, пирĕн тăнăçлă пурнăçшăн мăнасаттесемпе мăнасаннесене тав тумаллине аса илтерет. Çак акци Раççейĕн 85 регионĕсенче пĕр...
Çак кунсенче Хусанти Бауман урамĕнче кашни çул иртекен «Георгиевская ленточка» акци пуçланнă. Камăн çĕнтерÿ хăйăвĕ илме кăмăлĕсем пур, çавсене волонтерсем тÿлевсĕрех парнелеççĕ. Паллах, ку акци Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çынсем мĕнле асап тÿснисене асра тытмаллине, пирĕн тăнăçлă пурнăçшăн мăнасаттесемпе мăнасаннесене тав тумаллине аса илтерет.
Çак акци Раççейĕн 85 регионĕсенче пĕр вăхăтра тытăннă. Хусанта лентăсене Бауманпа Петербургская урамĕсенче, Çĕнтерÿ паркĕнче илме пулать. Унсăр пуçне, лентăсене Горкий паркĕпе Г.Камал ячĕллĕ театр умĕнче те салатма пултараççĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев