Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чăваш эстрадин генералӗ Хусанта вӗреннӗ

Вăл Елчӗк районӗнчи Çӗнӗ Пăва ялӗнче çуралнă. Çемьере вӗсем 4 ывăл та 4 хӗр. Халӗ пурте Вячеслав Васильевич пекех Шупашкарта пурăнаççӗ. Пӗлекен сахал, анчах та Чăваш халăх артисчӗ, Тутарстан тава тивӗçлӗ артисчӗ, Ульяновск облаçӗн культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ - Вячеслав Христофоров -Шупашкарти культпросвет училищине пӗтернӗ хыççăн Хусанти Н.Жиганов ячӗллӗ Консерваторирен...

Вăл Елчӗк районӗнчи Çӗнӗ Пăва ялӗнче çуралнă. Çемьере вӗсем 4 ывăл та 4 хӗр. Халӗ пурте Вячеслав Васильевич пекех Шупашкарта пурăнаççӗ.
Пӗлекен сахал, анчах та Чăваш халăх артисчӗ, Тутарстан тава тивӗçлӗ артисчӗ, Ульяновск облаçӗн культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ - Вячеслав Христофоров -Шупашкарти культпросвет училищине пӗтернӗ хыççăн Хусанти Н.Жиганов ячӗллӗ Консерваторирен вӗренсе тухнă.
Ăна пур çӗрте те паллаççӗ, чăваш пурăнакан пӗтӗм вырăнта хаваспа кӗтсе илеççӗ. ВĂл чăннипе те чăваш эстрадин генералӗ вырăнӗнче.

Мартăн 5-мӗшӗнче Вячеслав Христофоров, Алексей Шадриков, Марта Зайцева, Илемпи тата ытти юрăçсем Хусанти «Ак Барс» çамрăксен центрӗнче (Декабристсен урамӗ, 1) концерт кăтартӗç. Уяв каçӗ 18.30 минтура пуçланать.
«Ак Барс» касси ӗçлеменипе сутлăх билетсем унта çук, билетсене «Сувар» хаçат редакцийӗнче (Декабристсен урамӗ, 2 «ТАТМЕДИА» çурчӗ, 7-мӗш этаж) сутаççӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон 89179153547

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев