Чăвашсем Чукоткăра та пурăнаççӗ
Мӗн шыраса тӗнчен тӗрлӗ кӗтесне саланнă-ши чăвашсем эпир? Кунта сăлтавӗ тӗрлӗрен. Ӗлӗк çӗр çитменнипе аякка кайнă пулсан, халӗ укçаллă ӗç инçе çула чӗнет. Камчаткăри çурутравра та акă, ентешсем сахалăн мар. Кунти чăвашсен «Канаш» обществине туса хунăранпа кăçал 25 çул çитет. Июнь уйăхӗн 23-27- мӗшӗсенче ЧНК Ман Канаш пайташӗ, Чăваш Енри...
Мӗн шыраса тӗнчен тӗрлӗ кӗтесне саланнă-ши чăвашсем эпир? Кунта сăлтавӗ тӗрлӗрен. Ӗлӗк çӗр çитменнипе аякка кайнă пулсан, халӗ укçаллă ӗç инçе çула чӗнет. Камчаткăри çурутравра та акă, ентешсем сахалăн мар. Кунти чăвашсен «Канаш» обществине туса хунăранпа кăçал 25 çул çитет.
Июнь уйăхӗн 23-27- мӗшӗсенче ЧНК Ман Канаш пайташӗ, Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗн ентешлӗхӗн пуçлăхӗ, район Пухăвӗн депутачӗ Андрей Геннадьевич Кузнецов аякри Камчатка çур утравӗнчи ентешсем патӗнче пулнине хыпарлать ЧНК пресс-служби. Вăл унти чăвашсен Акатуйне «Канаш» обществин ертӳçи Геннадий Иванович Григорьев йыхравланипе хутшăннă-мӗн. Сăмах май, Камчатка чăвашӗсем кăçалхи Акатуя хăйсен «Канаш» пӗрлешӗвӗн 25 çулне тата Чăваш Ен кунне халалласа ытти наци халăхӗпе пӗрле туслăн уявланă. Шупашкар хăни, паллах, Чăваш Енрен, ЧНКран пысăк салампа кайнă. Чи пултаруллă йăхташăмăрсене ЧНК президенчӗн Н.Угасловăн Тав çырăвӗпе те чысланă.
- Çын тăван тăрăхран мӗн чухлӗ аякрах пурăнать, çавăн чухлӗ уншăн тунсăхлать. Çав вăхăтрах тăван ен, туслăх, тăванлăх туйăмне тата та ытларах хаклать, хисеплет. Камчатка чăвашӗсенче çакна тата та ытларах туйса илтӗм. Вӗсемшӗн хăйсем патӗнче куракан кашни чăваш чи çывăх тăван пек», - тенӗ Андрей Кузнецов йăхташсем пирки.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев