Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кӗпӗрнаттăрсем халӗ кӗрепле парнелеççӗ

Кӗпӗрнаттăр Сергей Морозов Чӗмпӗр хулин çӗнӗ мэрне кӗреплепе лейка, планшет тата вылямалли ухă парнеленӗ...

Кӳршӗллӗ Ульяновск хулин çӗнӗ хуçа, хула мэрне нумай пулмасть Сергей Панчина суйланă. Должноçа йышăнас церемони те иртнӗ ӗнтӗ. Мешехене область кӗпӗрнаттăрӗ Сергей Морозов пушă алăпа килмен. Хула тилхепине йышăнакан Сергей Панчина вăл кӗреплепе лейка, планшет тата вылямалли ухă парнеленӗ. Çапла майпа çӗнӗ мэра хулана хăтлăх кӗртсе тирпейлӗ тытма, çав вăхăтрах цифровизаци тумаллине, нумай пулмасть ухăран тата арбалетран перессипе иртнӗ çӗршыв чемпионачӗсем пек мероприятисем хулара тата пулмаллине вăлтса сӗннӗ вăл. 

Сергей Панчин хăйӗн тивӗçӗсене тӳрӗ кăмăлпа пурнăçлама, Раççей Конституцийӗпе законӗсене, хулапа область Уставне пăхăнса ӗçлеме сăмах панă. Мӗнех, саламлатпăр кӳршӗсене! Çӗнӗ шăпăр малтан çӗнӗллех шăлӗ-ха, тен, хула çыннисен пурнăçне лайăхлатас тесе те çанă таврăсах тăрăшӗ. Кăмăлӗ çеç хăвăрт ан сӗвӗрӗлтӗрччӗ чиновникăн. Кӗпӗрнаттăр кӗреплине кабинетрах тытсанччӗ тата, хулапа халăхӗ çинчен мансанах ун çине пусӗччӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество