Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çӗнӗлле автостраховкăн вăрттăнлăхӗсем

Страхлакан компанире ОСАГО килӗшӗвне 2017 çулхи апрелӗн 27-мӗшӗ хыççăн çирӗплетнӗ машина хуçисен аварие лексе çӗмӗрӗлнӗ автомобильне детальсен износне шута илмесӗр юсаттарма пултараççӗ. Вăя кӗнӗ закон тăрăх ОСАГО-па укçа тавăрса парас вырăнне çăмăл машинана юсаса парӗç. Авто хуçи страховщик сӗннӗ списокран СТО (станция техобслуживания) суйласа илме пултарать, унта автомобиле юсаса çӳреме...

Страхлакан компанире ОСАГО килӗшӗвне 2017 çулхи апрелӗн 27-мӗшӗ хыççăн çирӗплетнӗ машина хуçисен аварие лексе çӗмӗрӗлнӗ автомобильне детальсен износне шута илмесӗр юсаттарма пултараççӗ.

Вăя кӗнӗ закон тăрăх ОСАГО-па укçа тавăрса парас вырăнне çăмăл машинана юсаса парӗç.
Авто хуçи страховщик сӗннӗ списокран СТО (станция техобслуживания) суйласа илме пултарать, унта автомобиле юсаса çӳреме юрăхлă туса парӗç.

Юсав мастерскойне автовладелецсем ОСАГО килӗшӗвне çирӗплетнӗ чухнех суйласа илме пултараççӗ. Вӗсен ячӗсене, юсава илекен автомобильсен маркисене тата юсав валли мӗн чухлӗ вăхăт кирлине страхлакан компанин сайтӗнче çырса кăтартнă.

Страховщик юсав пахалăхӗшӗн явап тытмалла тата юсава ДТП пулса иртнӗ тӗлтен 50 километртан инçерех е хур тӳснӗ машинан хуçи пурăнакан вырăнтан 30 километртан инçерех тума юрамасть. Юсавăн чи вăрах срокӗ 30 кун. Çӗнӗ машинасене (икӗ çултан аслăрах маррисене) официаллă дилерсен техобслуживани станцийӗсенче юсамалла.
Машинана юсаса панинче сиен курнă машинашăн укçа панипе танлаштарсан, агрегатсемпе детальсен износне шута илмеççӗ. Çапах авто хуçисен пăшăрханма кирлӗ мар, юсанмалли детальсене çӗннисемпе кăна улăштарма юрать.
Енчен те страховщик автомастерскойсемпе закон требовнийӗсем тăрăх килӗшӳ туман пулсан, вăл аварие лекнӗ машинасемшӗн (2017 çулхи апрелӗн 28-мӗшӗнчен тунă килӗшӳсемпе те) укçа тавăрса парӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев