Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çӗнтерӗвӗн 75 çулне Тутарстан хатӗрленме тытăнчӗ

Республика паянтан Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çулхи юбилейне официаллă майпа хатӗрленме пуçларӗ. Кун çинчен ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ «Çӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗн ларăвӗнче ТР Президенчӗ Р. Минниханов пӗлтернӗ. «1945 çулхи майăн 9-мӗшӗ çӗршывăн чи пӗлтерӗшлӗ пулăмӗ. Пирӗн тӗллев - çав кунсем çинчен астăвăма сыхласа пулас ăрăва парса хăварасси. Республикăра юбилее хатӗрлесе ирттерекен...

Республика паянтан Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çулхи юбилейне официаллă майпа хатӗрленме пуçларӗ. Кун çинчен ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ «Çӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗн ларăвӗнче ТР Президенчӗ Р. Минниханов пӗлтернӗ.

«1945 çулхи майăн 9-мӗшӗ çӗршывăн чи пӗлтерӗшлӗ пулăмӗ. Пирӗн тӗллев - çав кунсем çинчен астăвăма сыхласа пулас ăрăва парса хăварасси. Республикăра юбилее хатӗрлесе ирттерекен йӗркелӳ комитетне йӗркелессипе çул-йӗр карттине алă пуснă. Çак кунран ТР Министрсен Кабинетне юбилее йӗркелесе ирттермелли мероприятисен планне хатӗрлеме тытăнмалла», - хушнă Рустам Минниханов. (Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев