Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çула ан тухăр: самолетсем вӗçмеççӗ, автобуссем çӳремеççӗ

Хусан аэропортӗнчен паян самолетсем вӗçеймеççӗ, сăлтавӗ паллă - вăйлă çил-тăман. Паян ирхине 8 сехет те 30 минутра Мускава, Франкфурта тата Стамбула вӗçмелли самолетсен расписанине улăштарма тивнӗ. Çапла вара пассажирсене урăх рейспа кайма тивӗ. Çаплах Шарджран, Санкт-Петербургран тата Мускавран тухнă самолетсен те запас аэродромсене анса ларма тивнӗ. Çанталăка пула самолетпа вӗçеймен...

Хусан аэропортӗнчен паян самолетсем вӗçеймеççӗ, сăлтавӗ паллă - вăйлă çил-тăман. Паян ирхине 8 сехет те 30 минутра Мускава, Франкфурта тата Стамбула вӗçмелли самолетсен расписанине улăштарма тивнӗ. Çапла вара пассажирсене урăх рейспа кайма тивӗ. Çаплах Шарджран, Санкт-Петербургран тата Мускавран тухнă самолетсен те запас аэродромсене анса ларма тивнӗ.

Çанталăка пула самолетпа вӗçеймен 186 пассажира вӗри апатпа тата чейпе тивӗçтереççӗ, «Полет», «Централ Отель» тата « Релита» хăна çурчӗсене вырнаçтараççӗ.

Çил-тăман аэропортăн кăна мар, автовокзалсен ӗç режимне те пăсать. Республикăри автоинспекци пӗлтернӗ тăрăх, хуласем хушшинчи автобуссене паян çула кăлармаççӗ, вокзалсем те йышăнмаççӗ. Йывăр тиевлӗ машинăсене те трасса çине тухасран тытăнса тăма хушаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев