Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çулсене юсама пуçларӗç

(Ирина Трифонова). Ку çулта Çул-йӗр ӗçӗсен программисене пурнăçлама республикăна 23 миллиард та 919 миллион тенкӗ уйăраççӗ. Çав шутран 2 миллиард тенки 87,8 километр чухлӗ автомобиль çулӗсен строительствине каять, çакăнтах республикăри районсенчи 28 ял патне пыракан çулсем те кӗреççӗ. Регион пӗлтерӗшӗллӗ çулсене, Хусанпа Çырчалли урамӗсенчи çулсене юсама 12 миллиард тенкӗ параççӗ,...

(Ирина Трифонова). Ку çулта Çул-йӗр ӗçӗсен программисене пурнăçлама республикăна 23 миллиард та 919 миллион тенкӗ уйăраççӗ. Çав шутран 2 миллиард тенки 87,8 километр чухлӗ автомобиль çулӗсен строительствине каять, çакăнтах республикăри районсенчи 28 ял патне пыракан çулсем те кӗреççӗ. Регион пӗлтерӗшӗллӗ çулсене, Хусанпа Çырчалли урамӗсенчи çулсене юсама 12 миллиард тенкӗ параççӗ, тепӗр 4 миллиарчӗ регионри автомобиль çулӗсене тытса тăма каять.

Тутарстан Республики «Хăрушсăр та паха çулсем» приоритетлă федераллă проекта хутшăннă май, ку енӗпе те самай ӗç планласа хунă. Хусанпа Çырчалли агломерацийӗсенче 50/50 паритет условийӗсемпе федераллă бюджет хутшăнăвӗпе Тутарстан тӗп хулине - 1,6, Çырчаллине - 1,46 милиард тенкӗ уйăрма йышăннă.

Кун пирки «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР транспортпа çул-йӗр хуçалăх министрӗн çумӗ Артем Чукин пӗлтерчӗ. Унсăр пуçне журналистсемпе тӗлпулăва Хусан хулин ӗçтăвком комитечӗн ертӳçин çумӗ Игорь Куляжев, Федерацин çул-йӗр агентствин Атăлпа Вятка регионӗнчи автомобиль çулӗсен федераллă управленийӗн пуçлăх çумӗ Сергей Автономов, «Главтатдортранс» директорӗ Эдуард Данилов хутшăнчӗç.

Министр çумӗ Артем Чукин пӗлтернӗ тăрăх, урам çул-йӗрӗн сечӗсемпе тата республикăри ялсемпе хуласенчи çурт-йӗр таврашӗнчи çулсемпе çыхăннă 4 программа пурнăçланмалла. Çемье фермисемпе пахча юлташлăхӗсем патне те çул хывасси малалла тăсăлӗ.

Уйрăммăн çул-йӗр хăрушсăрлăхне тимлеме палăртнă. Аварисем йышлă пулакан вырăнсенче адреслă мероприятисем иртӗç, уйрăмах хăрушă вырăнсене çул-йӗр паллисемсӗр пуçне çутăпа, ятарлă картапа, искуственнăй чăрмавсемпе тивӗçтерме йышăннă.

Федераллă пӗлтерӗшлӗ çулсем çинчен калас пулсан, Хусанпа Çырчалли хушшинчи М-7 трассăн реконструкцине вӗçлесе юлнă 30 километр çула хута яма палăртнă. Чăваш Ен енне каякан çул пайне те юсама тытăннă. «Волга» М-7 автоçулăн строительствипе çыхăннă ӗçсем те малаллах аталанаççӗ.

Журналистсене пуринчен ытла çул-йӗр хăрушсăрлăхӗпе çыхăннă ыйтусем интереслентерчӗç. Шел пулин те, республикăра аварисӗр пӗр кун та иртмест. Игорь Куляжевпа Артем Чукин республикăри уйрăмах инкеклӗ вырăнсене шута илнине, унта мӗнле ӗçсем чи малтан пурнăçлама йышăннине пӗлтерчӗç. Çапах та харпăр хăрушсăрлăха тимлӗхе хумасан нимӗнле паллăсем те, картасем те инкекрен хăтарайманнине палăртмасăр хăвармарӗç. (Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» агентствăн).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев