Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эльмира Калимуллина: «Эпӗ илемлӗ футболшăн!»

Элчӗ шучӗпе, Раççей футболӗ халӗ кăткăс тапхăр чăтса ирттерет. «Локомотив» лидерсен шутӗнче пулнине тӗпе хурсан, вăл лайăх енне улшăнса пырать темелле. Мӗншӗн тесен çак клуб ют çӗршыв футболисчӗсене туянса тăкакланмасть, хамăрăннисене çул пама тăрăшать.

Тутарстанăн тава тивӗçлӗ артистки, «Голос» шоу финалистки Эльмира Калимуллина Футболпа тӗнче чемпионачӗн тепӗр элчи. Унпа эпир иртнӗ эрне вӗçӗнче тӗл пулнăччӗ. Эльмира лайăх юрланисӗр пуçне футбол теминче те аванах тӗшмӗртет иккен. Калаçу кăмăллă иртрӗ.

Эльмира футбола ачаран юратни, кунта ашшӗн тивӗçӗ пысăк пулнине тата хăйӗн хальхи тивӗçӗсем пирки калаçрӗ.

  • Элчӗн тӗп тивӗçӗ – чемпионат пирки çынсене пӗлтересси, йӗркелӳ ӗçӗсене, чемпионатăн культура пурнăçне активлă хутшăнасси. Хам артист пулнă май, ăçта кайсан та Хусан, кунти матчсем çинчен каласа паратăп. Элчӗ урăх професси çынни пулсан та, пурпӗрех тӗллевлӗ пулса хамăр çӗршывшăн тăрăшмалла, унăн ятне çӗклемелле. Шкулсене çӳресе ачасене футбол пирки каласа паратпăр. Кам-тăр ăна юратать, тепри питех мар, анчах çак пулăм Раççейре иртет. Хам пирки каласан, кунпа эпӗ питӗ мăнаçланатăп, – терӗ тава тивӗçлӗ артистка.

Эльмира Калимуллина футболпа 1998 çулта интересленме пуçланă. Хăй каланă тăрăх, куншăн ашшӗпе пиччӗшӗ «айăплă». Футбол клубӗсем пирки каласан, Германи сборнăйне хисеплет.

  • Эпӗ 2004 çулти чемпионата питӗ лайăх астăватăп. Йăнăшмастăп пулсан, унта Франци сборнăйӗ çӗнтерчӗ. Ун чухне атте футбол мечӗк хăвалани мар, вăл стратегилле вăйă пулнине лайăх ăнлантарнăччӗ. Тӗп стадиона кайса «Рубинпа» «Барселона» матчне кайнăччӗ. Çавăнта çынсем мӗншӗн стадиона кайса футбол пăхнине ăнланса илтӗм. Эмоцисене палăртма сăмах çитмест. Мессие пӗрремӗш хут курни – хăйне пӗр пысăк пулăм! Футбола юратни вăйланса кăна пычӗ çавăнтанпа.

Хисеплӗ элчӗ шучӗпе, Раççей футболӗ халӗ кăткăс тапхăр чăтса ирттерет. «Локомотив» лидерсен шутӗнче пулнине тӗпе хурсан, вăл лайăх енне улшăнса пырать темелле. Мӗншӗн тесен çак клуб ют çӗршыв футболисчӗсене туянса тăкакланмасть, хамăрăннисене çул пама тăрăшать. Клубăн чи ăнăçлă тренерӗ Юрий Семин командăна каялла таврăнни те лайăх пулăм. Сăмах май, вăл тренер пулса ӗçленӗ хушăра команда Раççей чемпионачӗн 2 медальне, Раççей Кубокӗн 4 тата çӗршывăн суперкубокӗн 2 медальне илме тивӗçнӗ. 2003/2004 çулсенче УЕФА чемпионсен лигин 1/8 финалӗнче çитӗнӳ тунă.

Эльмира сăмахӗсемпе, Раççей футбол командинче перспективлă футболистсем пур. Нумайăшне ют çӗршыв клубӗсенче асăрхани те ырă паллă. Чемпионатра вăл Раççей сборнăйӗ чи малтан хăйӗшӗн лайăх кăтарту тăвасса шанать.

  • Эпӗ илемлӗ футболшăн, пурне те интереслӗ пултăр вăл, Хусан болельщиксене те, хăнасене те лайăх кӗтсе илессе, матчсем йӗркеллӗ иртессе шанатăп, – терӗ элчӗ.

Каласа хăвармалла, Эльмира Калимуллина «Универсиадăпа», Шыв спорчӗн тӗсӗсемпе тӗнче чемпионачӗн элчи те пулнăччӗ. «Голос» шоу хыççăн кăшт урăхларах пурнăç пулнипе «Универсиадăра» элчӗ тивӗçне туллин пурнăçлайман, ытларах мероприятин культура программипе ӗçленӗ. Шыв спорчӗн тӗсӗсемпе чемпионата активлă хутшăннă, ют çӗршывсенче иртекен Хусан хăтлавӗсенчен юлман. Асӗнче уйрăмах Барселонăри тӗлпулусем юлнă.

Майпа усă курса Эльмирăран «Золотая орда» телесериала актриса пек хутшăнни пирки ыйтмасăр пултараймарăмăр. Ăна питӗ пысăк опыт вырăнне хурса хаклать вăл.

  • Кашни хӗр, хӗрача кинора ӳкерӗнме ӗмӗтленет пулӗ, – йăл кулса хуравларӗ вăл. – Шăнкăравласа кастинга килме чӗнсен малтан ӗненес килмерӗ. Манăн актер пӗлӗвӗ те, ятăм та пӗр кино фончӗн картотекинче те çук. Çынсем ман творчествăпа паллашнине пӗлме кăмăллă. Тӗрӗслевсен темиçе тапхăрӗнчен иртнӗ, роле çирӗплетессе чылайччен кӗтнӗ хыççăн интереслӗ тапхăр пуçланчӗ. Тăватă уйăх актер пултарулăхӗн педагогӗпе ӗçлерӗм. Съемкăсем çур çула тăсăлчӗç, виçӗ уйăх Крымра, унтан Мускав çумӗнче, павильонсенче. Опыт маншăн хаклă. Режиссерсем те асăрхарӗç, чӗнкелеççӗ. Çавăнпа актер пултарулăхӗпе те, вокалпа та пӗр вăхăтрах ӗçлетӗп.

Футбол патне таврăнас пулсан, Эльмира Хусанта иртекен кашни матча кайса курма палăртнă. Пӗр пытармасăр,уйрăмах Кăнтăр Корейăпа Германин матчне кӗтнине каларӗ. Футбол элчин шучӗпе, вылякансен пултарулăхне кура Германин çӗнтерес шанчăк пысăк. Паллах, Раççей лайăх кăтарту тăвасса та шанать вăл. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

]

]

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чемпионат мира по футболу