Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 05.12 - 11.12

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Çитес эрне сирӗншӗн ăнăçлă пулӗ, анчах куншăн пурте савăнмӗç - ăмсанакансем тупăнӗç. Çавсемпе асăрхануллăрах пулăр. Килтисене, уйрăмах ачасене, тимлӗхсӗр ан хăварăр. Канмаллисенче хăнана чӗнме пултараççӗ. ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I Çак тапхăрта арлă-арăмлисем хăй­сен хутшăнăвӗсен çирӗплӗхне тӗрӗслӗç. Ку эрнере пулса иртекен ӗçсем мăшăрланăва çирӗплетме те, аркатма...

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Çитес эрне сирӗншӗн ăнăçлă пулӗ, анчах куншăн пурте савăнмӗç - ăмсанакансем тупăнӗç. Çавсемпе асăрхануллăрах пулăр. Килтисене, уйрăмах ачасене, тимлӗхсӗр ан хăварăр. Канмаллисенче хăнана чӗнме пултараççӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Çак тапхăрта арлă-арăмлисем хăй­сен хутшăнăвӗсен çирӗплӗхне тӗрӗслӗç. Ку эрнере пулса иртекен ӗçсем мăшăрланăва çирӗплетме те, аркатма та пултараççӗ. Сăмахсене шутласа калăр. Çăлтăрсем парăма кӗресрен асăрхаттараççӗ, уйрăмах тăвансенчен укçа ыйтмалла мар.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çак кунсенче пурнăçăра тӗпрен улăштаракан пулăм пулса иртме пултарать. Хуть те мӗнле йышăнусене те чӗре хушнипе мар, пуçпа шутласа тăвăр. Сывлăхăра упрăр, уйрăмах чӗре чирӗпе аптраканнисем. Пур-çукшăн пăшăрханмалла мар.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку таранччен ӗç вырăнне улăштарма шутласа тăнă пулсан, халӗ хăюллăнах çак утăма тума пултаратăр. Йăлт йӗркеллӗ пулӗ. Спортпа аппаланакансен тренировкăсене пăрахас килӗ - ан парăнăр! Вăл халӗ сире пуринчен те кирлӗрех, кӗлеткене тирпейре тытма кăна мар, сывлăхшăн та.

ТАКА 21.III - 20.IV
Çак тапхăрта сире тем пек тарăхтарсан та хăвăра алăра тытма тăрăшăр, çынсемпе вашават пулăр. Туйăмсене ирӗке ярсан йывăрлăхсем сиксе тухӗç. Декабрь пуçламăшӗнчи ӗçлӗ çулçӳрев­сем ăнаççӗ, отпуск та лайăх иртет.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере малашнехи плансене тумалла, пурнăçланас шанчăк пысăк. Укçа-тенкӗпе çыхăннă ӗçсене вара пуçламалла мар, усси пулмӗ. Пулăшу ыйтакансемпе тимлӗ пулăр, пулăшсан хăвăра та кайран йывăрлăхра хăвармӗç.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Чун каниччен хăвăра савăнтарма пултаратăр. Кирлӗ ӗçсене кая хăварса çи-пуçа, сăн-пите илемлетсе улăштарассипе аппаланăр. Ку кӗркуннехи сӳрӗклӗхе çӗнтерме пулăшӗ. Хăш-пӗрисем юратса пăрахма пултараççӗ, çӗнӗ хутшăнусем вăй парӗç.

РАК 22.VI - 22.VII
Ку эрнене пур енчен те çăмăллатма тăрăшмалла: ытлашши ӗçрен те, апат-çимӗçрен те. Вăхăтлăха таврари çынсем çинчен манса пӗччен пулма тăрăшăр. Сывлăхшăн канни усăллă пулӗ.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Эсир çемйӗре çав тери кирлӗ, çавăнпа та ку эрнере ытларах килтисемпе пулма тăрăшăр. Сывлăхăра упрăр, шăнса пăсăлас е гриппа чирлес хăрушлăх пур. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвне лайăхлатас тесен парăм та памалла мар, кивçене те кӗмелле мар.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Канма вăхăт çук. Çăлтăрсем сире ку эрнере нумай ӗçлеме сӗнеççӗ. Çак тапхăрта лартнă тӗллевсем малашлăхра пурнăçланма пултараççӗ. Укçа кивçен памалла мар, ăна тавăрса памӗç. Килтисемпе тимлӗрех пулăр, ӗç çинчен кăна шутланипе çилленме пултарӗç.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Ку эрне мӗн-тӗр туянас енӗпе ăнăçлă пулӗ, вак-тӗвекрен пуçласа куçман пурлăх таранах. Çăлтăрсем хăш-пӗрисен шăпаллă тӗлпулу пуласса сис­тереççӗ. Анчах çӗнӗ çынна пит çывăха яриччен лайăх тӗрӗслӗр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Декабрь пуçламăшӗ хăш-пӗриншӗн йывăртарах пулӗ, уйрăмах декабрӗн 5-6-мӗшӗсем. Ыйтусене пӗччен татса параймасан хăюллăнах юлташăрсене пулăшма ыйтăр. Эрне вӗçӗнче лару-тăру майлашăнать. Кӗтмен хыпар илме пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев