Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Фарид Мухаметшин суйлава хутшăнчӗ

Тутарстан Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Хусанти Вахитов районӗнчи 116 № лицейра йӗркеленӗ 43 № суйлав участокӗнче Раççей Президенчӗн суйлавне хутшăнчӗ, унта вăл хăйӗн мăшăрӗпе килчӗ, пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Сасăланă хыççăн Фарид Мухаметшин журналистсемпе калаçса илчӗ. Республикăра иртнӗ граждансен пухăвӗсем тутарстансен суйлавпа интересленнине кăтартнине, çитес ултă çулта çӗршыва кам ертсе...

Тутарстан Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Хусанти Вахитов районӗнчи 116 № лицейра йӗркеленӗ 43 № суйлав участокӗнче Раççей Президенчӗн суйлавне хутшăнчӗ, унта вăл хăйӗн мăшăрӗпе килчӗ, пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Сасăланă хыççăн Фарид Мухаметшин журналистсемпе калаçса илчӗ. Республикăра иртнӗ граждансен пухăвӗсем тутарстансен суйлавпа интересленнине кăтартнине, çитес ултă çулта çӗршыва кам ертсе пырасси вӗсемшӗн юлашки вырăнта пулманнине палăртрӗ.

«Ку суйлавра сӳрӗккисен шучӗ сахал пулассине шанатăп. Кунта килнӗ чухне мана республикăри 2817 суйлав участокӗнче сасăлакансем пулнине пӗлтерчӗç. Пӗтӗмпе республикăра 2,9 миллион çыннăн суйлама ирӗк пур. Тутарстансен яваплăхне шанатăп», - терӗ Фарид Мухаметшин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев