Халăх календарӗ – июль
17-мӗшӗ - çак кунран кӗрхи тулăсем пулса çитеççӗ. 18-мӗшӗ - халăх календарӗпе Афанасий. Уйăх каçхине хăй тӗсне улăштарсан - лайăх тухăçа. Сарă пӗлӗтсем - çумăра. Уйăх çап-çутă-тăк, кӗркунне типӗ те ăшă пулать. 19-мӗшӗ - ирхине ӳкнӗ сывлăм усăллă тенӗ. Çак кунран хура хурлăхан варенийӗ вӗретме тытăннă. 20-мӗшӗ - халăх календарӗпе...
17-мӗшӗ - çак кунран кӗрхи тулăсем пулса çитеççӗ.
18-мӗшӗ - халăх календарӗпе Афанасий. Уйăх каçхине хăй тӗсне улăштарсан - лайăх тухăçа. Сарă пӗлӗтсем - çумăра. Уйăх çап-çутă-тăк, кӗркунне типӗ те ăшă пулать.
19-мӗшӗ - ирхине ӳкнӗ сывлăм усăллă тенӗ. Çак кунран хура хурлăхан варенийӗ вӗретме тытăннă.
20-мӗшӗ - халăх календарӗпе Фома кунӗ. Çак кун çумăр çусан тата темиçе эрне çумăрлă çанталăк пулать. Пӗрремӗш хăяр ӗлкӗрет. Ир пулакан панулми хӗрелме тытăнать.
21-мӗшӗ - Турă амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗ. Çак кун пӗрлешекенсем телейлӗ пулаççӗ. Чи вăйлă шăрăхсем пуçланаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев