Халăх календарӗ – сентябрь
16 -мӗшӗ - ӗлӗк çак кун кил-çурта тирпейленӗ, кирлӗ мар япаласене кăларса пăрахнă. 17-мӗшӗ - юлнă пахча çимӗçсене кăлармалла. 18-мӗшӗ - ӗлӗк çак кун хурăн хуллипе килтен усал-тӗселе, чир-чӗре хăваласа кăларнă. 19-мӗшӗ - халăх календарӗпе Михайла. Кун 5 сехете кӗскелнӗ. Ирсерен пуçласа тăм ӳкме тытăнать. Хурăн тăрринчи çулçăсем саралсан çуркунне...
16 -мӗшӗ - ӗлӗк çак кун кил-çурта тирпейленӗ, кирлӗ мар япаласене кăларса пăрахнă.
17-мӗшӗ - юлнă пахча çимӗçсене кăлармалла.
18-мӗшӗ - ӗлӗк çак кун хурăн хуллипе килтен усал-тӗселе, чир-чӗре хăваласа кăларнă.
19-мӗшӗ - халăх календарӗпе Михайла. Кун 5 сехете кӗскелнӗ. Ирсерен пуçласа тăм ӳкме тытăнать. Хурăн тăрринчи çулçăсем саралсан çуркунне ир килессе кӗтмелле, аялти турачӗсем çинчисем саралаççӗ пулсан, тепӗр çул çуркунне кая юлса килет.
20-мӗшӗ - сухан çыхмалли кун.
21-мӗшӗ - Кӗркуннене иккӗмӗш хут кӗтни. Çак кун çанталăк лайăх-тăк - кӗркунне ăшă пулать.
22-мӗшӗ - çӗрпе кун танлашаççӗ, çӗр вăрăмланма тытăнать. Лили чечекӗ лартмалли юлашки кун.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев