«Халăх участковăйӗ» Тутарстанра пурăнать
Раççейри чи лайăх участковăй ниçта та мар, пирӗн республикăра пурăнать. Вăл - Лениногорск районӗнчи аслă участок уполномоченнăйӗ, полици капитанӗ Рузель Гарипов. Раççей участковăйӗсен хушшинче иртнӗ «Халăх участковăйӗ» конкурсра çӗнтерсе çак ята тивӗçнисӗр пуçне, тӗп призлă - «УАЗ-Патриот» автомобильлӗ - пулса тăнă. Ăçта мар, мӗнле ӗçлени пӗлтерӗшлӗ тенӗскер, Рузель Гарипов та...
Раççейри чи лайăх участковăй ниçта та мар, пирӗн республикăра пурăнать. Вăл - Лениногорск районӗнчи аслă участок уполномоченнăйӗ, полици капитанӗ Рузель Гарипов. Раççей участковăйӗсен хушшинче иртнӗ «Халăх участковăйӗ» конкурсра çӗнтерсе çак ята тивӗçнисӗр пуçне, тӗп призлă - «УАЗ-Патриот» автомобильлӗ - пулса тăнă.
Ăçта мар, мӗнле ӗçлени пӗлтерӗшлӗ тенӗскер, Рузель Гарипов та акă ӗç çулне постпа патруль службинчен пуçланă. Полицие вара 2009 çулта çартан таврăнсан килнӗ. Сăмах май, салтакра вăл хӗрӳ точкăра хӗсмет иртсе пиçӗхнӗ. Йӗрке хуралӗнче опыт пухсан участковăя куçнă. Чăн та, пирвайхи виçӗ çулне Лениногорск хулинче ӗçленӗ-ха, кайран ял участковăйне куçнă.
«Халăх участковăйӗ» хальхи вăхăтра Лениногорск районӗнчи Старая Письмянка ялӗнче тăрăшать. Участковăйсем валли республика программипе лартнă ӗçлемелли тата пурăнмалли комплексра пурăнать. Пӗр çуртрах ӗç вырăнӗ пулни ăна питӗ пулăшать-ха ӗнтӗ, анчах участковăйăн унта ларма вăхăчӗ çук. Ăна шанса панă участока 14 ял кӗрет-çке. Ку вăл 8 лавкка, 3 шкул, 3 ача сачӗ, 1 часавайпа 3 мечӗт, 3 Культура çурчӗпе 4 фельдшерпа акушер пункчӗ. Кашни яла хăйӗн çитмелле вӗт, тӗрӗслемелле. ( ТР ШӖМ сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев