Хусан çӗнӗ Ми-38Т çар вертолечӗ пуçтарать
Хусанти вертолет заводӗнче Ми-38Т çар вертолечӗ пуçтарма пуçлаççӗ. Пӗрремӗш сывлăш карапне çулталăк вӗçлениччен туса пӗтерсе РФ Оборона министерствине çитерме калаçса килӗшнӗ. Ку вертолет Ми-38 тӗп модельтен самай уйрăлса тăрать. Унăн пилотированипе навигаци валли цифрăллă комплекслă двигателӗ те çӗнӗ йышши, çавăн пекех ăна çыхăну хатӗрӗсемпе, топливо валли хушма баксемпе тивӗçтернӗ. Вертолета...
Хусанти вертолет заводӗнче Ми-38Т çар вертолечӗ пуçтарма пуçлаççӗ. Пӗрремӗш сывлăш карапне çулталăк вӗçлениччен туса пӗтерсе РФ Оборона министерствине çитерме калаçса килӗшнӗ. Ку вертолет Ми-38 тӗп модельтен самай уйрăлса тăрать. Унăн пилотированипе навигаци валли цифрăллă комплекслă двигателӗ те çӗнӗ йышши, çавăн пекех ăна çыхăну хатӗрӗсемпе, топливо валли хушма баксемпе тивӗçтернӗ. Вертолета РФ Сывлăшпа космос Вăйӗсенче тӗрӗслесе пăхсан ăна кирлӗ пек çӗнетӗç. «Вертолеты России» холдингран пӗлтернӗ тăрăх, пысăк инçӗшне вӗçме пултаракан вертолет моделӗпе хамăр çӗршывра çеç мар, ун тулашӗнче те кăсăкланаççӗ-мӗн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев