Хусан – Мускав – Симферополь видеокӗпер
(Ирина Кузьмина). Паян «Татар-информ» агентствăра Хусан - Мускав - Симферополь видеокӗпер иртрӗ. Ăна ятарласа Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланăччӗ. Тӗллевӗ - наци общинисемпе йăлари конфессисен представителӗсем патшалăх институчӗсемпе тата хăйсем тӗрлӗ сферăра пӗрле мӗнле ӗçленине сӳтсе явассиччӗ. Сăмах май, видеокӗпере ТР ЧНКА Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов та хутшăнчӗ. Тутарстанри наци политикин...
(Ирина Кузьмина). Паян «Татар-информ» агентствăра Хусан - Мускав - Симферополь видеокӗпер иртрӗ. Ăна ятарласа Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланăччӗ. Тӗллевӗ - наци общинисемпе йăлари конфессисен представителӗсем патшалăх институчӗсемпе тата хăйсем тӗрлӗ сферăра пӗрле мӗнле ӗçленине сӳтсе явассиччӗ. Сăмах май, видеокӗпере ТР ЧНКА Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов та хутшăнчӗ.
Тутарстанри наци политикин опычӗ нумай региона, ют çӗршыва та интереслентерет. Унпа паллашма пирӗн пата таçтан та килеççӗ. Тӗрлӗ халăх çынни кунта ӗмӗрсем хушши туслă пурăнать, кашнин валли аталанма, хăйӗн наци культурине сыхласа хăварма мӗнпур майсем туса панă. ТР халăхсен Туслăх çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов та акă, видеокӗперте наци политики республикăра кашнинех пырса тивнине каларӗ, мӗншӗн тесен эпир нумай нациллӗ республикăра пурăнатпăр. Конфликтсăр пурăнни вара - пӗрлехи ӗç. Ку енӗпе республикăра нумай ӗç пурнăçланать. Обществăн кашни çынни хăйне илтнине, ăнланнине пӗлмелле, хӳтлӗхре туймалла терӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев