Игнатий игумен Çӗпрелӗнче соборовани ирттерет
Хусан (Казань)

Игнатий игумен Çӗпрелӗнче соборовани ирттерет

Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан пилленипе Хусанти Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворйин настоятелӗ Игнатий игумен çитес эрнере мартăн 8-мӗшӗнче Кивӗ Çӗпрелӗнчи Сергий Радонежский ячӗллӗ чиркӳре Аслă типӗри соборованине ирттерет. «Аслă типӗ православи çыннишӗн пӗлтерӗшлӗ тапхăр. Ку чухне чирлисене, тăлăхсене, çитмен пурнăçпа пурăнакансене май пур таран пулăшма тăрăшмалла. Мӗн-ха вăл...

Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан пилленипе Хусанти Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворйин настоятелӗ Игнатий игумен çитес эрнере мартăн 8-мӗшӗнче Кивӗ Çӗпрелӗнчи Сергий Радонежский ячӗллӗ чиркӳре Аслă типӗри соборованине ирттерет. «Аслă типӗ православи çыннишӗн пӗлтерӗшлӗ тапхăр. Ку чухне чирлисене, тăлăхсене, çитмен пурнăçпа пурăнакансене май пур таран пулăшма тăрăшмалла. Мӗн-ха вăл соборовани? Кӗлӗ туса елейпе сӗрни этеме çылăхсенчен кăна мар, тӗрлӗ чир-чӗртен тасалма пулăшать. Ӳт-пӳпе сыввисене те вăл кирлӗ, мӗншӗн тесен чунпа эпир пурте чирлӗ пулма пултаратпăр. Çавăнпа Çӗпрел районӗнчи чăвашсем кашни ялтан соборование пуçтарăнасса шанатăп», - тесе пӗлтерчӗ Игнатий игумен.


Нет комментариев