Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Инди Тутарстан тусӗ

Тутарстан ӗçлӗ хутшăнăвӗсене анлăлатсах пырать. Ку эрнере ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Инди Республикин Раççей Федерацийӗнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллӗ Элчипе Панкадж Саранпа тӗл пулчӗ. Ӗçлӗ калаçу Хусан Кремлӗнчи Президент резиденцийӗнче иртрӗ. Хăнасене саламласа Рустам Минниханов Инди юлашки вăхăтра социаллă экономика аталанăвӗнче çитӗнӳсем туса хăй ятне тӗнчере çирӗплетнине палăртса хăварчӗ. Раççейпе Индин...

Тутарстан ӗçлӗ хутшăнăвӗсене анлăлатсах пырать. Ку эрнере ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Инди Республикин Раççей Федерацийӗнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллӗ Элчипе Панкадж Саранпа тӗл пулчӗ. Ӗçлӗ калаçу Хусан Кремлӗнчи Президент резиденцийӗнче иртрӗ.

Хăнасене саламласа Рустам Минниханов Инди юлашки вăхăтра социаллă экономика аталанăвӗнче çитӗнӳсем туса хăй ятне тӗнчере çирӗплетнине палăртса хăварчӗ. Раççейпе Индин хутшăнăвӗсем халь­хи вăхăтра самай çирӗп йӗр­келенеççӗ темелле, çӗршывсен туслăхӗ пӗр-пӗрне хисеплени çинче никӗсленни тӗрӗс япала.
«Сирӗн çӗршывпа ӗçлӗ çы­хăнусене ма­лашне анлăлатсах пыма кăмăл пур. Пӗр­ремӗш утăмсене тахçанах тунă: Ту­тар­­станпа Андхра-Прадеш штачӗн пра­вительствисем хушшинче суту-илӳпе эко­номика, наукăпа техника, культура енӗпе ки­лӗ­шӳ­сем çирӗплетнӗ. Хире-хирӗç­ле ӗçлӗ çулçӳревсем те тăтăшах пулаççӗ» - тенӗ Рус­там Минниханов. Сăмах май, тутарстансем çак вăхăтра икӗ çул каялла Нью-Делипе Мумбая кайса килнӗччӗ.
Республикăсен хушшинчи тавар çаврă­нăшӗ иртнӗ çул­та 540 миллион долларпа танлашнă. Инди Хусанти вер­толет завочӗпе туслă, вăл чи активлă заказ паракан тесен те йăнăш мар. Вертолетсем илнисӗр пуçне хăйсен специа­лисчӗсене Хусанта вӗрентсе кăларма тăрăшаççӗ.
2010 çулта Индире, Тамилнаду штачӗн Хосур хулинче, «КАМАЗ» автомобильсене пуç­тар­ма пуçланине те асăнса хăварчӗ Рустам Минниханов. Иртнӗ çулта произ­водство фир­минчен ăна наукăпа тӗп­чев центрӗ туса хунă. Çав вăхăтрах рес­пуб­ликăсен ӗçлӗ хутшăнăвӗсене тата та сарма майсем туллиех. Тутарстан хăйӗн ертӳçӗ предприятийӗсен продукцине тӗнче рынокне кăларма ăшталанать. Инди те пирӗн çӗршывра хăйсен та­варӗсен шутне ӳстересшӗн.
Пӗрле ӗçлемешкӗн тепӗр ен те пур. Инди тӗнчипе те программа тивӗçтерӗвӗпе тӗп шутласа кăларакан, активлă эк­спор­тер. Тутарстан вара ИТ-тех­нологисемпе çӗр­шывра ертӳçӗ центр пулма ăн­­тăлать. Çавна май, Тутарстан ертӳçи хăнасене «Иннополиса» пырса курма чӗнчӗ.
«Тутарстанпа Индин ял хуçа­лăх, сывлăх сыхлав, спортпа туризм сферисенче, культурăпа гуманитари енӗпе майсем пы­­­сăк. Пӗрлехи ӗçсене пирӗн малаллах аталантармалла», - терӗ Рустам Минниханов.
Инди посолӗ хăй енчен тутар­стансене тав туса Раççейпе Индин хутшăнăвӗсем çӳллӗ шайра йӗркеленсе пынине каларӗ. Ку чухне вăл Гоара иртнӗ БРИКС саммитӗнче РФ Пре­зиденчӗ Владимир Путин Индин Премьер-министрӗпе Нарендра Модипе тӗл пулнине аса илчӗ. Çитес çул вара çӗршывсем дипломатилле хут­шăнусем йӗркеленӗренпе 70 çул çитнине паллă тăваççӗ. Çак сăлтавпа Раççейпе Индин регионӗсен пуçлăхӗсен шайӗн­че ӗçлӗ тӗлпулусем, çавра сӗтелсем йӗркелеме палăртнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев