Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Инвалидсене тӳлевсӗр пулăшу

Халăхсен хушшинчи инвалидсен кунне халалласа Тутарстан Республикин Юстици министерстви I, II тата III ушкăн инваличӗсене, инвалид-ачасене тата вӗсен законлă представителӗсене тӳлевсӗр юридически пулăшу парас енӗпе мероприятисем ирттерет. Хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав илес тесен инвалидсен декабрӗн 4-мӗшӗнче ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин «Восхождение» инвалидсен реабилитаци центрне (Хусан хули,...

Халăхсен хушшинчи инвалидсен кунне халалласа Тутарстан Республикин Юстици министерстви I, II тата III ушкăн инваличӗсене, инвалид-ачасене тата вӗсен законлă представителӗсене тӳлевсӗр юридически пулăшу парас енӗпе мероприятисем ирттерет. Хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав илес тесен инвалидсен декабрӗн 4-мӗшӗнче ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин «Восхождение» инвалидсен реабилитаци центрне (Хусан хули, Дубравная урамӗ, 43 В çурт) пымалла. «Экопарк Дубрава» обществăлла транспорт чарăнăвне çити 46 тата 95 номерлӗ автобуссемпе çитме пулать.

10 сехетрен пуçласа 13 сехетчен пыракан мероприятие тӗрлӗ министерствăсемпе ведомствăсен представителӗсем хутшăнаççӗ. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон: (843) 223-02-13.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев