Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Историпе çӗнӗлле паллаштараççӗ

Кăçал ноябрь уйăхӗнче Хусанти «Казанская ярмарка» курав центрӗнче «Раççей - Манăн истори» проектпа килӗшӳллӗн, мультимеди комплексӗ уçăлать. Ăна Раççейӗн аваллăхран пуçласа паянхи кунчченхи историне халалланă. Хусанти площадка Тутарстан историйӗпе культурин экспозицине кӗртнипе уйрăлса тăрать. Проектăн хăйне евӗрлӗхӗ - çӗнӗ технологисемпе, проекци инсталляцийӗсемпе, купол сферисемпе, сасă тата çутă системисемпе усă курни....

Кăçал ноябрь уйăхӗнче Хусанти «Казанская ярмарка» курав центрӗнче «Раççей - Манăн истори» проектпа килӗшӳллӗн, мультимеди комплексӗ уçăлать. Ăна Раççейӗн аваллăхран пуçласа паянхи кунчченхи историне халалланă.

Хусанти площадка Тутарстан историйӗпе культурин экспозицине кӗртнипе уйрăлса тăрать.

Проектăн хăйне евӗрлӗхӗ - çӗнӗ технологисемпе, проекци инсталляцийӗсемпе, купол сферисемпе, сасă тата çутă системисемпе усă курни. Вăл «Рюриковичсем», «Романовсем», « ХХ ӗмӗр. 1914-1945 çç. Аслă кисренӳрен Аслă Çӗнтерӳччен», «ХХ ӗмӗр. 1945-2000 çç.» мультимеди экспозицисем çинче никӗсленнӗ.

«Раççей - Манăн истори» проект РФ Президенчӗ В.Путин тӗрев панипе пурнăçланать. Истори паркӗн тӗллевӗ - патриотизм туйăмне çирӗплетесси, социаллă хастарлăха, гражданла яваплăха ӳстересси. Кун пек парксем хальлӗхе Мускавпа Ӗпхӳре кăна-ха. 2017 çул вӗçлениччен тата 16 регионта йӗркелеççӗ. Хусанти мультимеди комплексне ноябрӗн 4-мӗшӗнче - Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче - уçма хатӗрленеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев