Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Каллех «сысна грипӗ» килет-и?

ТР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тӗп ача-пăча инфекционисчӗ, КПМУ ача-пăча инфекциллӗ чирӗсен кафедрин ертӳçи Владимир Анохин паян ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ тăрăх, 2017-2018 эпидеми сезонӗнче республикăна каллех А/H1N1 грипп вирусӗ («сысна грипӗ») килет. Вăл 2009-2010 çулсенчи пеккиех. «Аса илтеретпӗр, вăл ун чухне питӗ йывăррăн иртрӗ, çынсем вилнӗ...

ТР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тӗп ача-пăча инфекционисчӗ, КПМУ ача-пăча инфекциллӗ чирӗсен кафедрин ертӳçи Владимир Анохин паян ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ тăрăх, 2017-2018 эпидеми сезонӗнче республикăна каллех А/H1N1 грипп вирусӗ («сысна грипӗ») килет. Вăл 2009-2010 çулсенчи пеккиех.

«Аса илтеретпӗр, вăл ун чухне питӗ йывăррăн иртрӗ, çынсем вилнӗ тӗслӗхсем те пулчӗç. Анчах та вакцинаци тутарнă пӗр çын та йывăр чирлемерӗ, вилмерӗ те. А/H1N1 грипп вирусӗ чирлес хăрушлăхра мар çынсене те ерме пултарать»,- тенӗ тухтăр.

Çавăнпа та, юлташсем, вăхăтра вакцинаци тутарма тăрăшăр, кун валли вырăнти поликлиникăсене кăна çитмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев