Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кашни ветерана – медаль

Республикăра пурăнакан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене «Мухтавлă ӗçшӗн» медальпе наградăлаççӗ. Кун çинчен ТР Президенчӗ Р. Минниханов паян Правительство Çуртӗнче иртнӗ «Çӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗн ларăвӗнче пӗлтернӗ. «Хамăрăн ветерансене хисеплесе Тутарстан Республикин «Мухтавлă ӗçшӗн» медалӗпе вăрçă ветеранӗсемпе инваличӗсене, концлагерсен çул çитмен узникӗсене тата «Блокадăри Ленинградра пурăнакан» паллă илнӗ çынсене наградăласси çинчен...

Республикăра пурăнакан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене «Мухтавлă ӗçшӗн» медальпе наградăлаççӗ. Кун çинчен ТР Президенчӗ Р. Минниханов паян Правительство Çуртӗнче иртнӗ «Çӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗн ларăвӗнче пӗлтернӗ.

«Хамăрăн ветерансене хисеплесе Тутарстан Республикин «Мухтавлă ӗçшӗн» медалӗпе вăрçă ветеранӗсемпе инваличӗсене, концлагерсен çул çитмен узникӗсене тата «Блокадăри Ленинградра пурăнакан» паллă илнӗ çынсене наградăласси çинчен указа алă пуснă»,- тенӗ вăл.

Президент сăмахӗсемпе, ку ӗç пуçланнă та ӗнтӗ. «Вырăнти влаçа çамрăксене тата обществăлла организацисене явăçтарса вырăнсенче кашни ветерана медальпе наградăлассине йӗркелеме ыйтатăп. Кашнин патне çитмелле пирӗн»,- палăртнă Тутарстан лидерӗ кун пирки.

Хальхи вăхăтра Тутарстанра Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин 46 пин те 177 ветеранӗ пурăнать. Пилӗк çул каялла кăна-ха ку шут 2,5 хут ытларах пулнă, пурӗ 103 пин çын. (Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран).



Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев