Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанта кивӗ нуские çӗннипе улăштараççӗ

(Ирина Трифонова). Кун пекки те пулать иккен пурнăçра. Февралӗн 23-мӗшӗнче Хусанта пурăнакансем кивӗ чăлха-нускийӗсене çӗннисемпе улăштарма пултараççӗ. Çак кун хулара кивӗ тумтирпе пластмасс хупкăçсене пуçтарассипе #Экологичный Ягуар акци иртет. Кун пирки пире «Карта инициатив» проектăн обществăлла çыхăнусен енӗпе ертӳçи Айдар Зиннатуллин пӗлтерчӗ. - Экологи акцийӗн хӳттинче эпир кивӗ япаласене -...

(Ирина Трифонова). Кун пекки те пулать иккен пурнăçра. Февралӗн 23-мӗшӗнче Хусанта пурăнакансем кивӗ чăлха-нускийӗсене çӗннисемпе улăштарма пултараççӗ. Çак кун хулара кивӗ тумтирпе пластмасс хупкăçсене пуçтарассипе #Экологичный Ягуар акци иртет. Кун пирки пире «Карта инициатив» проектăн обществăлла çыхăнусен енӗпе ертӳçи Айдар Зиннатуллин пӗлтерчӗ.

- Экологи акцийӗн хӳттинче эпир кивӗ япаласене - тумтир, вырăн çитти-таврашӗ, пластмасс крышкăсем - пуçтаратпăр. Мероприяти Хусанăн сакăр районӗнче пулать, виççӗшӗнче стационарлă пунктсем ӗçлӗç. Унсăр пуçне кашни районта палăртнă вырăнта пӗрер сехет пулса кивелнӗ япаласем пуçтарăпăр, - пӗлтерчӗ эксперт.

Айдар Зинатуллин ăнлантарнă тăрăх, кивӗ, анчах тăхăнма юрăхлă япаласене каярахпа фримаркетсенче салатӗç. Çакăн евӗр мероприятисем Хусанти креативлă идейăсен резиденцийӗнче тăтăшах иртеççӗ иккен. Тăхăнма юрăхсăр япаласене переработкăна ярӗç.

#Экологичный Ягуар акцие йӗркелекенсем - «Карта инициатив» тата «ЭкоЛогично» проектсен авторӗсем.

Экологи акцине хутшăнакансем валли сюрприз та хатӗрленӗ: кивӗ чăлха-нускисене çӗннипе улăштарӗç. 3 килограммран ытларах япала илсе килекенсене кинона кайма билет парӗç, ачасене пылак çимӗçпе сăйлама палăртнă.

Акци çак адрессемпе иртет:

10.00 - 11.00 - Киров районӗ, Петров паркӗ,
11.15 - 12.15 - Мускав районӗ, Урицки паркӗ,
12.30 - 13.30 - Авиастроительнăй районӗ, Ленин ячӗллӗ Культура çурчӗ çумӗнчи «Крылья Советов» парк,
13.45-14.15 - Çӗнӗ Савиново районӗ, «Марьино озеро» экопарк,
14.30 -15.30 - Вахитов районӗ, «Хура кӳлӗ» парк çумӗнчи Дзержинский урамӗ.

15.45 - 16.15 - Советский районӗ, Аэропортовская,1 адреспа вырнаçнă Военком умӗнче, Патриса Лумумбы урамӗ çумӗнче.
16.30 - 17.30 - Азино, Горкинско-Ометьевски вăрманӗн парковки,
17.45
- 18.15 - Приволжски районӗ, Проспект Победы метро умӗнчи Мухтав скверӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев