Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Конфедераци Кубокӗ вăхăтӗнче Хусанта чăваш художникӗн куравӗ ӗçлӗ

Тр Патшалăх туризм комитечӗн ертӳçи Сергей Иванов пӗлтернӗ тăрăх, хула хăнисем валли экскурсисене вырăсла та, акăлчанла та йӗркелӗç. Хусанти апат-çимӗçе тутанса пăхса хаклама та пултарӗç туристсем. Çавăн пекех Тутарстанри искусствопа паллашма та май пулӗ. Нумай пулмапсть Халăхсен Туслăхӗн çуртăӗнче чертлӗ выставка уçăлчӗ. Вăл пирӗншӗн питӗ хаклă, мӗншӗн тесен ӳкерчӗксен авторӗ...

Тр Патшалăх туризм комитечӗн ертӳçи Сергей Иванов пӗлтернӗ тăрăх, хула хăнисем валли экскурсисене вырăсла та, акăлчанла та йӗркелӗç. Хусанти апат-çимӗçе тутанса пăхса хаклама та пултарӗç туристсем. Çавăн пекех Тутарстанри искусствопа паллашма та май пулӗ.
Нумай пулмапсть Халăхсен Туслăхӗн çуртăӗнче чертлӗ выставка уçăлчӗ. Вăл пирӗншӗн питӗ хаклă, мӗншӗн тесен ӳкерчӗксен авторӗ чăваш.
Хальхи вăхăтра Пăлхарта пурăнакан художникăн Валерьян Киргизинăн картинисен куравне уçнă чухне çын нумаях марччӗ. Çапах тӗлпулăва килнӗ искусствоведсем пурте тенӗ пекех ӳкерчӗксене пысăка хурса хакларӗç. Автор сăрсемпе пӗлсе усă курни, тӗсе палăртма пӗлни - уйрăм талант. Пуринчен те лайăхрах Валерьян Николаевич март уйăхӗнче ирӗлме тытăннă йӗпе юра ӳкерет. Ку Киргизинăн почеркӗ тесен те йăнăшмăпăр. Унăн ӗçӗсене пӗлтӗр ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ деятелӗ Алексей Трофимов пысăк хак панăччӗ, Шупашкарти художникран Владимир Галошевран та нумай кăмăллă сăмах илтме тивнӗччӗ Киргизинăн ӳкерчӗкӗсӗсем çинчен.
Хăйӗн пултарулăхӗнче вăл ытларах пейзаж енне сулăннă. Çапах та Пăлхарти искусствăсен шкулӗн преподавателӗн плакатлă живопись те, философилле картинисем те пур. Илья Глазунов пултарулăхӗ евӗрлӗ символизма та асăрхама пулать хăш-пӗр картинăсенче. Хăюллă художник - сăмахпа калайманнине е калама юраманнине ӳкерчӗкре палăртать. Пăлхар музей-заповедникне çӗнӗ пурнăç паракан Минтимер Шаймиева та ӳкерме шикленмен вăл.

Курав тӳлевсӗр, пӗр уйăх тăсăлать. Хусанта пулсан, Павлюхина урамӗнчи 57-мӗш çурта кӗрсе тухăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев