Кун хыççăн кун
Август, 12 Хӗвел: тухать - 4.09, анать - 19.27, кун тăршшӗ - 15.18. Уйăх: тухать - 21.19, анать - 9.27. Раççей Сывлăш-çар Вăйӗсен кунӗ. Физкультурник кунӗ. Халăхсен хушшинчи çамрăксен кунӗ. Уйăх календарӗпе - 21-мӗш кун. Канни, интереслӗ çынсемпе паллашни, çул çӳрени усăллă. Август, 13 Хӗвел: тухать - 4.11, анать -...
Август, 12
Хӗвел: тухать - 4.09, анать - 19.27, кун тăршшӗ - 15.18. Уйăх: тухать - 21.19, анать - 9.27.
Раççей Сывлăш-çар Вăйӗсен кунӗ.
Физкультурник кунӗ.
Халăхсен хушшинчи çамрăксен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 21-мӗш кун. Канни, интереслӗ çынсемпе паллашни, çул çӳрени усăллă.
Август, 13
Хӗвел: тухать - 4.11, анать - 19.24, кун тăршшӗ - 15.13. Уйăх: тухать - 21.41, анать - 10.45.
Строитель кунӗ.
Сулахайсен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 22-мӗш кун. Тăвансемпе тӗл пулма, кулленхи ыйтусене татса пама аван кун.
Август, 14
Хӗвел: тухать - 4.13, анать - 19.22, кун тăршшӗ - 15.09. Уйăх: тухать - 22.07, анать - 12.04.
Пыл Сăпасӗ.
Уйăх календарӗпе - 23-мӗш кун. Ӗçсене пӗрин хыççăн теприне тӗплӗн тумалла, вара ума лартнă задачăсене çăмăллăнах пурнăçлама пулӗ.
Август, 15
Хӗвел: тухать - 4.15, анать - 19.20, кун тăршшӗ - 15.04. Уйăх: тухать - 22.38, анать - 13.23.
Археолог кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 24-мӗш кун. Ытлашши кутăнланмалла мар, пултарнă таран кăна ӗçлемелле.
Август, 16
Хӗвел: тухать - 4.17, анать - 19.17, кун тăршшӗ - 15.00. Уйăх: тухать - 23.18, анать - 14.40.
Хăмла çырли варенийӗн кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 24-мӗш кун. Вӗренме, çӗнӗ хăнăхусене практикăра çирӗплетме ăнăçлă кун.
Çак кун çуралнă: Мадонна (1958).
Август, 17
Хӗвел: тухать - 4.19, анать - 19.15, кун тăршшӗ - 14.56. Уйăх: анать - 15.51.
Уйăх календарӗпе - 25-мӗш кун. Хăш-пӗр ӗçсем кӗтнӗ пек хăвăрт пурнăçланмасса та пултараççӗ, анчах ахалех нервăсене пӗтерме кирлӗ мар.
1967 çулта- 50 çул каялла - И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗ йӗркеленнӗ.
Çак кун çуралнă: Олег Табаков (1935), Муслим Магомаев (1942 - 2008), Оксана Домнина (1984).
Август, 18
Хӗвел: тухать - 4.21, анать - 19.13, кун тăршшӗ - 14.52. Уйăх: тухать - 0.07, анать - 16.53.
Уйăх календарӗпе - 26-мӗш кун. Çак кун пуçланă ӗç кӗтнӗ пек паха çимӗç памасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев