Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

ЛДПР Тутарстанри суйлавра кăлтăксем асăрхаман

ЛДПР партин Тутарстанри координаторӗн çумӗ М.Габдрахманов ТР Обществăлла палатин информаципе эксперт центрӗнче Тутарстанра Президент суйлавӗ вăхăтӗнче кăлтăксене асăрхаманнине пӗлтернӗ. Суйлав участокӗсенче вӗсен 450 сăнавçи ӗçленӗ. «Партин республикăри штабӗн мӗнпур сотрудникӗ тенӗ пекех суйлав участокӗсенче ӗçлеççӗ. Хальлӗхе нимӗнле кăлтăксене те асăрхамарăмăр-ха, суйлавçăсем суйлава хастар хутшăнаççӗ, районсенче уйрăмах. Хам эпӗ партире 12...

ЛДПР партин Тутарстанри координаторӗн çумӗ М.Габдрахманов ТР Обществăлла палатин информаципе эксперт центрӗнче Тутарстанра Президент суйлавӗ вăхăтӗнче кăлтăксене асăрхаманнине пӗлтернӗ. Суйлав участокӗсенче вӗсен 450 сăнавçи ӗçленӗ.

«Партин республикăри штабӗн мӗнпур сотрудникӗ тенӗ пекех суйлав участокӗсенче ӗçлеççӗ. Хальлӗхе нимӗнле кăлтăксене те асăрхамарăмăр-ха, суйлавçăсем суйлава хастар хутшăнаççӗ, районсенче уйрăмах. Хам эпӗ партире 12 çул, кашни суйлав кампанинех хутшăнатăп. Çавăнпа танлаштармалли пур ман. Суйлав кашнинче лайăх иртет, йăлтах куç умӗнче»,- тенӗ вăл. Суйлав кампанине ирттерме кашни кандидат валли пӗр пек условисем туса панине палăртнă. Анчах та дебатсемпе кăна ыйтусем пур-мӗн. Кандидатсене ытла та сахал вăхăт панă, пӗр минутра программăна мӗнле йăлах каласа парăн-ха?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев