Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Мартăн 1-мӗшӗнче «Консультацисен кунӗ»

Мартăн 1-мӗшӗнче Росреестрăн Тутарстанри управленийӗ 13 сехетрен пуçласа 20 сехетчен «Консультацисен кунне» ирттерет. Кăçал ăна пирӗн республикăра кăна мар, Раççейӗн мӗнпур субъектӗнче йӗркелеççӗ. Консультацисен вăхăтӗнче Управленийӗн хула-районсенчи мӗнпур уйрăмӗ ведомствăн ӗçӗпе çыхăннă ыйтусемпе тӳлевсӗр консультацисем параççӗ. Кунсăр пуçне халăха Росреестрăн услугисене электронлă майпа мӗнле илмеллине те ăнлантарӗç. Çав кун Росреестр...

Мартăн 1-мӗшӗнче Росреестрăн Тутарстанри управленийӗ 13 сехетрен пуçласа 20 сехетчен «Консультацисен кунне» ирттерет. Кăçал ăна пирӗн республикăра кăна мар, Раççейӗн мӗнпур субъектӗнче йӗркелеççӗ.

Консультацисен вăхăтӗнче Управленийӗн хула-районсенчи мӗнпур уйрăмӗ ведомствăн ӗçӗпе çыхăннă ыйтусемпе тӳлевсӗр консультацисем параççӗ. Кунсăр пуçне халăха Росреестрăн услугисене электронлă майпа мӗнле илмеллине те ăнлантарӗç. Çав кун Росреестр ӗçченӗсемсӗр пуçне консультацисене Кадастр палатин, Пенси фончӗн, Хусан Ӗçтăвком представителӗсем хутшăнаççӗ. Çапла майпа граждансен нумай ыйтупа квалификациллӗ хуравсем илме май пур.

Хусанта «Консультаци кунӗ» Росреестрăн Тутарстанри управленийӗн тӗп офисӗнче (Авангардная урамӗ, 74-мӗш çурт, 7-мӗш подъезд) иртет. Тата специалистсен консультацине Хусанта Çӗнтерӳ проспекчӗ, 100-мӗш çурт; Ямашев урамӗ, 82-мӗш çурт; Гагарин урамӗ, 103-мӗш çурт адрессемпе илме пулать.

Асăнса хăваратпăр, Росреестр ӗçӗпе çыхăннă ыйтусене «Консультаци кунӗсенче» е структура ертӳçисем патне приема кайсан кăна мар, Интернетра онлайн-режимра та пама пулать. Тутарстанри управленийӗ Skype урлă видео-приемсем йӗркелет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев