Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Масмака халь тӗнчипех пӗлеççӗ

(Ирина Кузьмина. Артем Носков сăнӳкерчӗкӗ) Хусанти ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» ушкăнӗнчи хастар хӗрсем: Анастасия Ильина, Наталья Кукушкина, Ольга Ермуллина, Екатерина Осипова, Елена Павлова тăрăшнипе халӗ масмак мӗн иккенне тӗнчери мӗнпур çамрăк пӗлет. Шăпах вӗсем ӗнер Хусанта Атăлçи физкультура, спортпа туризм академийӗнче иртнӗ «Культурăсен мозаики» этноконфесси фестивалӗн хăнисене масмак тума...

(Ирина Кузьмина. Артем Носков сăнӳкерчӗкӗ) Хусанти ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» ушкăнӗнчи хастар хӗрсем: Анастасия Ильина, Наталья Кукушкина, Ольга Ермуллина, Екатерина Осипова, Елена Павлова тăрăшнипе халӗ масмак мӗн иккенне тӗнчери мӗнпур çамрăк пӗлет. Шăпах вӗсем ӗнер Хусанта Атăлçи физкультура, спортпа туризм академийӗнче иртнӗ «Культурăсен мозаики» этноконфесси фестивалӗн хăнисене масмак тума вӗрентрӗç.

Хăнасем вара чăнах та сумлăччӗ, Пӗтӗм тӗнчери çамрăксемпе студентсен фестивалӗн делегачӗсемччӗ вӗсем. Фестивалӗн регионсенчи программине хутшăнма Хусана Сочиренех килнӗччӗ. Сехет çурă тăсăлнă концертра «Культурăсен мозаики» йӗркелӳçисем республикăри 173 халăхăн йăла-йӗркине кăтартма ӗлкӗрчӗç.

Концерт пуçланиччен академи холӗнче хăйне пӗр уяв пулчӗ. Хăнасене нацисен апат-çимӗçӗсемпе (чăваш апатне Хусанти халăхсем хушшинчи сервис колледжӗ хатӗрленӗ) паллаштарнисӗр пуçне халăх пултарулăх промыслисемпе ремеслисен куравне те йӗркеленӗччӗ. Кунтах Тутарстанри халăхсен тумӗсемпе, промысласен ӗçӗсемпе паллаштарчӗç. Çамрăксем валли лекци, мастер-классен площадкисем ӗçлерӗç. Республикăн тӗп халăхӗсен çамрăкӗсем наци эрешӗсене тума вӗрентрӗç. Чăваш хӗрӗсем фестиваль çамрăкӗсене масмак мӗн иккенне ăнлантарса ăна мӗнле тумаллине кăтартрӗç пулсан, тутарсем тиртен «Ӗçпăçмак» виçкӗтеслӗх çӗлеме, тюбетей çине тутар тӗррине тӗрлеме, каллиграфи, удмуртсем фетртан çуха, вырăссем оберег-пуканесем тума, керамика çине илемлетме вӗрентрӗç.

Пӗр сăмахпа, республикăри халăхсен çамрăкӗсем кашни хăйӗн культурипе паллаштарни чăнах та Тутарстанри халăх культурисен тӗрлӗ тӗслӗ, нумай енлӗ мозаикине пӗрлешрӗ те. Чăвашсем вара çак мозаикăн чи хитре те уйрăлми тӗп пайӗ пулни курăнчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев