Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ӗне усракансене февральте субсиди параççӗ

Раççей рынокне ют çӗршывран, тӗпрен илсен Беларуссирен, йӳнӗ чӗртавар кӳнипе Раççейри 50 регионта сӗт хакӗ тăрук чакса ларнă. Производительсенчен чылайăшӗ тупăш илес шутпа сӗт юр-варне ютран кӳрекен типӗ сӗтрен хатӗрленипе халăхран питех туянасшăн мар. Çавна кура хаксем чакнă та. Тутарстанра та ку енчен лару-тăру çавăн пекех. ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç...

Раççей рынокне ют çӗршывран, тӗпрен илсен Беларуссирен, йӳнӗ чӗртавар кӳнипе Раççейри 50 регионта сӗт хакӗ тăрук чакса ларнă. Производительсенчен чылайăшӗ тупăш илес шутпа сӗт юр-варне ютран кӳрекен типӗ сӗтрен хатӗрленипе халăхран питех туянасшăн мар. Çавна кура хаксем чакнă та. Тутарстанра та ку енчен лару-тăру çавăн пекех.

ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗн çумӗ Ришат Хабипов çак кунсенче «Татар-информра» пӗлтернӗ тăрăх, сӗт хакӗ чакнипе тăкак тӳснӗ харпăр хуçалăхсене ТР Президенчӗ пӗр хутчен субсиди парса пулăшма йышăннă. Çапла вара хуçалăхра сăвăнакан пӗр ӗне пуррисене - 2000, икӗ ӗнеллисене - 3000, виççӗрен ытлараххисене- 4000, качака тытакансене 1000 тенкӗ парӗç. Пӗтӗмпе çак тӗллевпе бюджетран 360 миллион тенкӗ укçа уйăраççӗ. Субсидисене февраль уйăхӗнче парӗç. ( К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев