Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Нечкэбил-2017».Чăвашсемшӗн Вьетнам та сасăларӗ

(Ирина Кузьмина. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). ТР Президенчӗ тӗрев панипе тата ТР Патшалăх Канашӗпе Правительстви, район администрацийӗсем пулăшнипе çулсерен республикăра иртекен «Нечкэбил» аннелӗхпе çемье конкурсӗн финалӗ ӗнер Хусанта «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче иртрӗ. Финала республикăри 10 районтан 13 çемье тухрӗ. Чăвашсенчен Çӗнӗ Упи (Çӗпрел районӗ) шкулӗн вӗрентекенӗн Наталья Куракинан çемйи виççӗмӗш вырăн...

(Ирина Кузьмина. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). ТР Президенчӗ тӗрев панипе тата ТР Патшалăх Канашӗпе Правительстви, район администрацийӗсем пулăшнипе çулсерен республикăра иртекен «Нечкэбил» аннелӗхпе çемье конкурсӗн финалӗ ӗнер Хусанта «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче иртрӗ. Финала республикăри 10 районтан 13 çемье тухрӗ. Чăвашсенчен Çӗнӗ Упи (Çӗпрел районӗ) шкулӗн вӗрентекенӗн Наталья Куракинан çемйи виççӗмӗш вырăн йышăнса «Энже Нечкэбил» титула тивӗçрӗ. Саламлатпăр! Палăртса хăварар, чăвашсем «Нечкэбилта» хальччен кун пек пысăк çитӗнӳ туманччӗ-ха.

Маларах иртнӗ интернет-сасăлавра та чăваш çемйи 3160 сасă пухса пӗрремӗш вырăна тухрӗ. «Интернет-сасăлав хăйне уйрăм истори. Конкурсра пӗрремӗш вырăна тухнă Туковсемпе пирӗн хушăра питӗ хӗрӳ тупăшу пулчӗ. Юлашкинчен çав-çавах çӗнтертӗмӗр. Пирӗншӗн пӗтӗм тӗнче сасăларӗ: Вьетнам, Греци, Германи, Болгари, Беларусь, Санкт-Петербург... Нумай çын пулăшнипе питӗ тӗлӗнтӗм, савăнтăм. Çӗнтернине пӗлсен пирӗншӗн сасăланă çынсен шанăçне тӳрре кăларайăп-ши тесе хăрама тытăнтăм»,- терӗ кун пирки Наталья Куракина паян «Сувар» ӗçченӗсемпе тăван шкулӗнче тӗл пулсан.

Финалта та хăйне евӗрлӗхпе палăрчӗç чăвашсем, авалхи халăх йăлине питӗ ӗнентерӳллӗн кăтартса куракансене тӗлӗнтерчӗç. Çак тӗллевпе вӗсем тумӗсене те авалхисене суйланă, хӗрсем, тӗслӗхрен, асанне-кукамайсен хӗр чухнехи пир кӗписене, чăн-чăн кӗмӗл укçаран ăсталанă тухйисене тăхăннăччӗ. Куракинсене çак конкурса пӗтӗм тăванӗ, ял, район хатӗрлеме пулăшнă.

«Май уйăхӗнченпех хатӗрлентӗмӗр. Пулăшакансем нумайăн пулчӗç: тăвансем, ӗçтешсем, районти культура уйрăмӗ. Хуняма улах йӗркине, юррисен сăмахӗсене каласа çыртарчӗ. Çавăнпа конкурсра юрланă юрăсем пӗри те хальхисем марччӗ, пурте Упи тăрăхӗнчи ӗлӗкхи улах юррисемччӗ. Районти ветерансен «Хӗлхем» ансамбльне çӳрекен Хурăнвар музыканчӗсем финалта пирӗнпе сцена çине тухрӗç. Конкурса хатӗрленме пулăшнăшăн пурне те темӗн пысăкăш тав», - тав турӗ пурне те «Нечкэбил» çӗнтерӳçи.

Конкурсра çӗнтернӗшӗн Куракинсен çемйине Ижминводы санаторине канма кайма путевкăпа чысларӗç. Пултаруллă çак чăваш çемйине хаçатăмăр вулаканӗсен ятӗнчен саламлатпăр! Маттур!

Конкурс мӗнле иртнине тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче вулăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев