Ноябрьте виçӗ кун канатпăр
Ноябрьте Тутарстанра пурăнакансене вăрăм канмалли кунсем кӗтеççӗ. РФ Ӗç кодексӗн 112 статйипе килӗшӳллӗн, ноябрӗн 4-мӗшӗ - Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ, уяв. Кăçал вăл шăматкуна тӳр килет, çавна пула канмалли куна тунтикуна - ноябрӗн 6-мӗшне куçараççӗ. Ноябрӗн 6-мӗшӗ хăй те праçник кунӗ-ха - ТР Конституцийӗн кунӗ. Анчах та Тутарстан Республикин 2016 çулхи...
Ноябрьте Тутарстанра пурăнакансене вăрăм канмалли кунсем кӗтеççӗ. РФ Ӗç кодексӗн 112 статйипе килӗшӳллӗн, ноябрӗн 4-мӗшӗ - Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ, уяв. Кăçал вăл шăматкуна тӳр килет, çавна пула канмалли куна тунтикуна - ноябрӗн 6-мӗшне куçараççӗ. Ноябрӗн 6-мӗшӗ хăй те праçник кунӗ-ха - ТР Конституцийӗн кунӗ. Анчах та Тутарстан Республикин 2016 çулхи сентябрӗн 29-мӗшӗнче тухнă 67-ЗРТ № Законӗпе килӗшӳллӗн, республика шайӗнчи уявсем канмалли е праçник кунне лексен, хушма канмалли кун парăнмасть. Апла пулсан хальхинче ноябрӗн 4, 5 тата 6-мӗшӗсенче канăпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев