Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Арăмне тавăракан арçын ОМОН сотрудникне вилмеллех амантнă

Ӗнер каçхине Хусанти Авангардная урамӗнчи пӗр çуртăн подъездӗнче чăн-чăн перкелешӳ пулнă. 36-ри арçын уйрăлнă арăмӗн хваттерне сунарçă пăшалӗпе персе кӗме хăтланнă. РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин пулăшуçи Андрей Шепетицкий пӗлтернӗ тăрăх, çак ăнсăртăн сăлтавӗ уйрăлнă арăмӗпе конфликт пулма пултарнă. Хваттерте аслисемпе пӗрле çул çитмен виçӗ ача пулни те чарайман....

Ӗнер каçхине Хусанти Авангардная урамӗнчи пӗр çуртăн подъездӗнче чăн-чăн перкелешӳ пулнă. 36-ри арçын уйрăлнă арăмӗн хваттерне сунарçă пăшалӗпе персе кӗме хăтланнă. РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин пулăшуçи Андрей Шепетицкий пӗлтернӗ тăрăх, çак ăнсăртăн сăлтавӗ уйрăлнă арăмӗпе конфликт пулма пултарнă.

Хваттерте аслисемпе пӗрле çул çитмен виçӗ ача пулни те чарайман. Телее, вӗсенчен нихăшӗ те аманман. Анчах та йӗрке хуралçисем вăхăтра çитмен-тӗк, кӳршисен, ытти свидетельсен хушшинче çухату çав тери пысăк пулатчӗ пуль. Йӗрке хуралçисен ӳкӗте кӗме те шутламан стрелока персе пăрахмалли кăна юлнă. Шел, ăса çухатнă арçын ОМОНăн пӗр сотрудникне вилмеллех, участковăя тата çак çуртра пурăнакан çынна амантма ӗлкӗрнӗ. Росгварди сотрудникӗн виçӗ ачи тăлăха юлнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев