Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пăлхарта ислам академийӗ уçăлчӗ

Паян Тутарстанри Пăлхар хулинче (Спас районӗ) Раççейри пӗрремӗш ислам академийӗ уçăлчӗ. Официаллă церемони умӗн академин президенчӗпе ректорӗ Камиль Исхаковпа Рафик Мухаметшин магистратурăпа докторантурăн пирвайхи 36 студентне студент билечӗсене пачӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Пăлхар ислам академине уçмашкăн РФ Президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич та килнӗччӗ. Вăл РФ Президенчӗн В.Путинăн саламлă...

Паян Тутарстанри Пăлхар хулинче (Спас районӗ) Раççейри пӗрремӗш ислам академийӗ уçăлчӗ. Официаллă церемони умӗн академин президенчӗпе ректорӗ Камиль Исхаковпа Рафик Мухаметшин магистратурăпа докторантурăн пирвайхи 36 студентне студент билечӗсене пачӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Пăлхар ислам академине уçмашкăн РФ Президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич та килнӗччӗ. Вăл РФ Президенчӗн В.Путинăн саламлă телеграммине вуласа пачӗ. Çӗршыв ертӳçи академи ислам тӗнӗн пысăк вӗрентӳ центрӗ пуласса шаннине пӗлтернӗ.

Михаил Бабич сăмахӗсем тăрăх, çак академие туса хурасси РФ Президенчӗн хушăвӗнчен пуçланнă. Çапла малашне Раççей мăсăльманӗсем кунта хăйсен тӗнӗпе тарăн пӗлӳ илме пултарӗç.

ТР Президенчӗ Р.Минниханов та хăйӗн саламлă сăмахӗнче академи уçăлни çӗршыв историйӗнче те, мӗнпур мăсăльман тӗнчишӗн те паллă пулăм пулнине палăртнă.

Çурçӗр Кавказ мăсăльманӗсен координаци канашӗн председателӗ Исмаил-Хаджи Бердиев вара ку проект Тутарстанăн кăна мар, пӗтӗм федерацин пулни çине пусăм турӗ.

Пăлхар ислам академийӗ тин кăна уçăлнине пăхмасăр (вӗрентӳ лицензине август уйăхӗнче кăна илнӗ-ха), унта вӗренес текенсен конкурс витӗр тухма тивнӗ, кăçал пӗр вырăна икӗ çын пулнă. Паянтан кунта çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев