Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Паян тăман чарăнасса ан кӗтӗр

Кун пекки чăнах та тахçантанпа пулман. Вăйлă тăмансем Тутарстан ӗнер каç енне çитрӗç. Паян çӗрле тата ирхине уйăхри норма чухлӗ юр çуса лартнă, юр тасатакан мӗнпур техникăна кăларнă пулсан та, çулсем çинче коллапс. Тăмана пула Хусанта ачасем шкула тата садике каймасса та пултараççӗ, мӗншӗн тесен паян кайманни пропуск шутланмасть, ку...

Кун пекки чăнах та тахçантанпа пулман. Вăйлă тăмансем Тутарстан ӗнер каç енне çитрӗç. Паян çӗрле тата ирхине уйăхри норма чухлӗ юр çуса лартнă, юр тасатакан мӗнпур техникăна кăларнă пулсан та, çулсем çинче коллапс.

Тăмана пула Хусанта ачасем шкула тата садике каймасса та пултараççӗ, мӗншӗн тесен паян кайманни пропуск шутланмасть, ку учрежденисен ӗç режимне пӗр талăка улăштарнă.

ТР Тавралăхăн гидрометеорологи тата мониторинг управленийӗн ертӳçи Сергей Захаров пӗлтернӗ тăрăх, циклон Киев патӗнче йӗркеленсе Раççей çине килнӗ, хальхи вăхăтра унăн вăйлă тăманлă варри Калуга тăрăхӗнче.

«Эпир ăшă секторта, чи вăйлă çилсем Теччӗпе Алексеевски тăрăхӗсенче пулнă (çеккунтра 20 метр хăвăртлăхпа вӗрнӗ), Кайпăç тăрăхӗнчен пуçласа çулсем вăйлă пăрлакланнă),- тенӗ вăл кун пирки.

Синоптиксем пӗлтернӗ тăрăх, паян тăман чарăнасса кӗтмелле мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев