«Пирӗн юр кӗлетки» фотоконкурс
Ку хӗлле юртан пуян, çанталăкӗ те лайăх. Апла пулсан юр кӗлеткисене çăмăллăнах купалама пулать. Çӗнӗ çултан пуçласа «Сувар» хаçат хăйӗн вулаканӗсен хушшинче фотоконкурс ирттерет. «Пирӗн юр кӗлетки» ятлă вăл. Эсир хăвăрăн умăрта туса лартнă юр кӗлеткисене фотоаппаратпа е телефонпа ӳкерсе редакцин электронлă адресӗпе suvar@mail.ru (е Одноклассникинче «Сувар - чăвашсен хаçачӗ»...
Ку хӗлле юртан пуян, çанталăкӗ те лайăх. Апла пулсан юр кӗлеткисене çăмăллăнах купалама пулать. Çӗнӗ çултан пуçласа «Сувар» хаçат хăйӗн вулаканӗсен хушшинче фотоконкурс ирттерет. «Пирӗн юр кӗлетки» ятлă вăл. Эсир хăвăрăн умăрта туса лартнă юр кӗлеткисене фотоаппаратпа е телефонпа ӳкерсе редакцин электронлă адресӗпе suvar@mail.ru (е Одноклассникинче «Сувар - чăвашсен хаçачӗ» ятлă страница) ярса пама пултаратăр. Хаклама юрăхлă лайăх пахалăхлă сăнӳкерчӗксене эпир хаçатăн 12-мӗш страницинче пичетлӗпӗр. Çавăн пекех конкурса хутшăнакансене сăнӳкерчӗкпе пӗрле хăйсен тулли ятне, çыхăну телефонне, пурăнакан вырăн ятне те çырса яма ыйтатпăр. Ку ӗнтӗ, çӗнтерес пулсан - çыхăнма. Конкурса хуть те миçери çын та хутшăнма пултарать. Конкурса жюри 2017 çулхи мартăн 3-мӗшӗнче пӗтӗмлетет. 1,2,3-мӗш вырăнсене çӗнсе илнӗ çынсене редакци парнесем тата Дипломсем парса хавхалантарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев