Пӗр уйăхрах 7 миллион
Республикăра экологи икӗ уйăхлăхӗ пуçланнăранпа экологи законодательствине пăснăшăн 7 миллион тенкӗлӗх штраф çырса панă, пӗтӗмпе закона пăснă 2766 тӗслӗхе шута илнӗ. Çапла пӗлтернӗ ТР экологи министрӗ Александр Шадриков çак кунсенче «Татар-информ» ИАна панă интервьюра. Министр сăмахӗсем тăрăх, тавралăха варалани çинчен республика çыннисем пӗлтереççӗ-мӗн.Тӗпрен илсен хыпарсем обществăлла приемнăйне WhatsApp тата Telegramпа...
Республикăра экологи икӗ уйăхлăхӗ пуçланнăранпа экологи законодательствине пăснăшăн 7 миллион тенкӗлӗх штраф çырса панă, пӗтӗмпе закона пăснă 2766 тӗслӗхе шута илнӗ. Çапла пӗлтернӗ ТР экологи министрӗ Александр Шадриков çак кунсенче «Татар-информ» ИАна панă интервьюра.
Министр сăмахӗсем тăрăх, тавралăха варалани çинчен республика çыннисем пӗлтереççӗ-мӗн.Тӗпрен илсен хыпарсем обществăлла приемнăйне WhatsApp тата Telegramпа «Халăх контролӗ» системăн «Школьный экопатруль» приложенийӗ урлă килет. Эконадзор пӗтӗм факта çийӗнчех тӗрӗслесе 1540 протокол çырнă. Çутçанталăк сăтăрçисене штраф тӳлеттереççӗ. Сăмах май, тӗрӗслевсем республикипех иртеççӗ. Экологи хуралӗнче тутарстансем икӗ уйăхлăхра кăна мар, çулталăкӗпех тăрасса шанатпăр.
Аса илтеретпӗр, экологипе санитари икӗ уйăхлăхӗ Тутарстанра апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа майăн 31-мӗшӗччен пырать. Унăн тӗллевӗ территорие хăтлăх кӗртесси тата территорие хӗлӗпе пухăннă çӳп-çапран тасатасси. (М. Захаров сăнӳкерчӗкӗ)
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев