Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пӗрремӗш миллион

Пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсене пуринчен ытла Пăва, Чистай, Алексеевски, Тетюши тата Сарман районӗсем пухса кӗртнӗ.

Çӗр ӗçченӗсем лайăх çанталăкăн кашни минучӗпе усă курса юлма тăрăшаççӗ. Республикăра хӗрсе тырçи пырать. ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби Тутарстан пӗрремӗш миллион тонна тырă пухса кӗртнине пӗлтерет.

Пӗтӗмпе 390 пин гектартан 1,1 миллион тонна тырă пухса илнӗ. Вӗсенчен 840 пин тонни тулă, 190 пин тонни ыраш тата 60 пин тонни урпа. Кунсăр пуçне республикăн çӗр ӗçченӗсем пăрçа çапма та тухнă. Хальлӗхе 25 пин тонна çапнă. Пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăна пуринчен ытла Чистай, Алексеевски, Тетюши тата Сарман районӗсем пухса кӗртнӗ. Тырă çапассипе Заинск, Сарман тата Нурлат районӗсем малта. (Г.Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство