Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пӗтӗмӗшле чӗртавар калăпăшӗ ӳсет

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов республикăри социаллă экономикăри лару-тăрупа РФ Президентне Владимир Путина çак кунсенче паллаштарчӗ, тесе хыпарлать «Татар-информ» ИА. Тӗлпулура Рустам Нургалиевич кăçал республикăн пӗтӗмӗшле чӗртаварӗ виçӗ процента ӳссе икӗ триллион тенке çитессине каланă. «Промышленность производствин калăпăшӗ 2,2 триллион тенкӗпе танлашать. Ял хуçалăхӗнче те ӳсӗм пур - 5,5 процент (260...

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов республикăри социаллă экономикăри лару-тăрупа РФ Президентне Владимир Путина çак кунсенче паллаштарчӗ, тесе хыпарлать «Татар-информ» ИА. Тӗлпулура Рустам Нургалиевич кăçал республикăн пӗтӗмӗшле чӗртаварӗ виçӗ процента ӳссе икӗ триллион тенке çитессине каланă.

«Промышленность производствин калăпăшӗ 2,2 триллион тенкӗпе танлашать. Ял хуçалăхӗнче те ӳсӗм пур - 5,5 процент (260 миллиард тенкӗ). Строительство ӗçӗсен калăпăшӗ те чакмарӗ, 2 407 тăваткал метр пурăнмалли çурта хута яратпăр. Вӗсенчен 500 пин тăваткал метрӗ республика программисемпе тунисем. Инвестици хальлӗхе пӗлтӗрхи калăпăшрах-ха, 677 миллиард тенкӗ, тулашри суту-илӳ çаврăнăшӗ 16 миллиард тенкӗ. Тирпейлекен промышленность калăпăшӗ те ӳсрӗ.

2010 çул тӗлне Тутарстанра нефть-газ уçласси 10 процента, дизель топливипе бензин - 167, синтетикăлла каучук - 142 процента ӳсрӗ. Полиэтилен кăларасси вара 120 процента, шинăсем - 112, тиевлӗ машинăсем тăвасси - 150, çăмăл машинăсем - 110 процента, минераллă удобренисем кăларасси ултă хут ӳсрӗ»,- тесе пӗлтернӗ республика ертӳçи.

Президентăн отчетӗнчен курăннă тăрăх, майпен пулсан та республикăра кризис иртсе пырать, эппин çитес çулсенче пурнăç çăмăлланас шанăç та пур пек туйăнать. ( Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев