Пуçлăхăн «дебет-кредитне» малашне президент тӗрӗслет
Район пуçлăхӗсен малашне укçана унта та кунта тӗллевсӗр тустарас йăлана пăрахмах тивет, хăйсен кăна та мар, мăшăрӗпе çул çитмен ачисен те. Мӗншӗн тесен коррупцие хирӗç кӗрешмелли указа декабрӗн 2-мӗшӗнче çӗнӗлӗхсем кӗртнипе килӗшӳллӗн, вӗсен тăкакӗсене республика ертӳçи хăй тӗрӗслесе тăма тытăнать. Çапла вара маларах президент ТР Пемьер-министрӗпе Президент Аппарачӗн ертӳçин çемье...
Район пуçлăхӗсен малашне укçана унта та кунта тӗллевсӗр тустарас йăлана пăрахмах тивет, хăйсен кăна та мар, мăшăрӗпе çул çитмен ачисен те. Мӗншӗн тесен коррупцие хирӗç кӗрешмелли указа декабрӗн 2-мӗшӗнче çӗнӗлӗхсем кӗртнипе килӗшӳллӗн, вӗсен тăкакӗсене республика ертӳçи хăй тӗрӗслесе тăма тытăнать. Çапла вара маларах президент ТР Пемьер-министрӗпе Президент Аппарачӗн ертӳçин çемье бюджечӗсен «дебет-кредитне» кăна тӗрӗсленӗ пулсан, малашне ку списока муниципаллă служащисемпе администраци пуçлăхӗсем те кӗрӗç.
Çак мерăн тӗллевӗ - чиновниксен тупăшӗпе расхучӗ çинчен сведенисен тӗрӗслӗхне тӗрӗслесси. Енчен те ку сведенисенчи даннăйсем иккӗлентерсен, ТР Президенчӗ хушнипе тӗрӗслев ирттерме те ирӗк пур. Республика ертӳçи тата Президент Аппарачӗн ертӳçи даннăйсене уçăмлатас шутпа федераллă, патшалăх тата муниципаллă власть органӗсене е ытти ятарлă организацисене запрос яма та пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев