Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пушкин балӗ чăвашсемсӗр иртмест

( Ирина Кузьмина. Р. Мубаракшина сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 1-мӗшӗнче Хусан ратушинче 15-мӗш Пушкин балӗ иртрӗ. Яланхи пекех унта Хусанти Н.И. Лобачевский ячӗллӗ Академи лицейӗсен вӗренекенӗсем хутшăнчӗç. Дресс-код хальхинче те çирӗпчӗ. Хӗрсен бал кӗписем тăхăнмаллаччӗ пулсан, каччăсен смокингпа килмеллеччӗ. Кăçалхи бала А.С.Пушкин вилнӗренпе - 180, поэт вӗреннӗ Царскосельский лицейӗн пӗрремӗш выпускне 200...

( Ирина Кузьмина. Р. Мубаракшина сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 1-мӗшӗнче Хусан ратушинче 15-мӗш Пушкин балӗ иртрӗ. Яланхи пекех унта Хусанти Н.И. Лобачевский ячӗллӗ Академи лицейӗсен вӗренекенӗсем хутшăнчӗç. Дресс-код хальхинче те çирӗпчӗ. Хӗрсен бал кӗписем тăхăнмаллаччӗ пулсан, каччăсен смокингпа килмеллеччӗ. Кăçалхи бала А.С.Пушкин вилнӗренпе - 180, поэт вӗреннӗ Царскосельский лицейӗн пӗрремӗш выпускне 200 çул çитнине халалланăччӗ.

Паллах, кун пек ташă каçӗнче вак-тӗвек çук, тумӗ те, ташши те балпа килӗшсе тăмалла. Мӗншӗн тесен вăл вырăс дворянӗсен авалхи йăли. Çак балл илемлӗ ирттӗр тесе пирӗн йăхташ, хастар чăваш хӗрарăмӗ Галина Семенова (сăнӳкерчӗкре) та тăрăшать. Вăл Наукăсен академийӗ çумӗнчи Н.И. Лобачевский ячӗллӗ лицейӗн тӗп хореографӗ. Хальхинче те ачасене çак бала хатӗрлерӗ. 9,10-мӗш классене вальс ташлама вӗрентрӗ пулсан, балăн иккӗмӗш пайӗнчи «Бал королеви» конкурса 5,6,7,8, 9-мӗш классенче вӗренекен лицеистсене хатӗрлерӗ. Сăмах май, унта конкурсантсем А.Пушкин произведенийӗн пӗр геройне калăпламаллаччӗ. Çапла вара Галина Семенова ташлама вӗрентекен ачасем «Ылтăн пулă», «Шамаханская царица», «Царевна лебедь» тата ытти персонажсене калăпларӗç. Галина хăй те ку бала хутшăнмасăр пӗр çул та юлмасть.

Хальхи вăхăтра та йăхташăмăрăн вăхăчӗ çук, вăл ачасене ноябрӗн 15-мӗшӗнче пулакан «Пирӗн вăхăт» фестивале хатӗрлет.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев