Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Раççей сборнăйӗн çӗнтерӳçӗ пулма шанăç пур-и?

Футбол пирки пӗлмен çын çук, пуçтарăнса чей ӗçнӗ хушăра сахал кам çак темăна хускатмасть пулӗ, уйрăмах арçынсем. Пурте йăлт пӗлеççӗ, вăйă техникинче тӗшмӗртеççӗ...

2018 çулхи Футболпа тӗнче чемпионачӗн элчи пуласси пысăк чыс. Ăна спортра, обществăлла пурнăçра тата ытти сферăсенчи пысăк çитӗнӳ тунисем тивӗçеççӗ. Раççей ватерполисчӗ, Олимп вăййисен икӗ хутчен призерӗ, Европăпа тӗнче чемпионачӗсен çӗнтерӳçи, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ирек Зиннуров та футбол чемпионачӗн элчи. Çăмăл-ши ватерполиста футбол пирки çынсемпе калаçма? Кун пирки вăл журналистсемпе тӗл пулсан каласа пачӗ. Яланхи пекех пресс-конференци «Татар-информра» иртрӗ.

Çăмăл мар, – терӗ Ирек Зиннуров сăмаха пуçласа. – Футбол пирки пӗлмен çын çук, пуçтарăнса чей ӗçнӗ хушăра сахал кам çак темăна хускатмасть пулӗ, уйрăмах арçынсем. Пурте йăлт пӗлеççӗ, вăйă техникинче тӗшмӗртеççӗ. Элчӗ пулса мӗн çӗннине каласа пама пултаратăп-ха? Кунта мана шыври полопа опыт пулăшрӗ. Вӗрентӳ учрежденийӗсенче атьсемпе тӗл пулсан: «Калăр-ха, футболра алăпа гол кӗртме пулать-и?» – тесе ыйтатăп. Шухăша каяççӗ, вара тӳрех Марадонăна аса илеççӗ. «Ăна Марадона кăна пултараять», – теççӗ. Паллах, футболра алăпа гол кӗртме йывăр, çав шутра хирӗç вылякансен уйӗнчен те – инçе. Хăшӗ: «Голкипер хăй картине кӗртме пултарать», – тесе те шӳтлет, – тет Ирек Хайдарович элчӗ миссийӗпе паллаштарса.

Сăмах май, паллă ватерполист Универсиадăпа Шыв спорчӗн тӗсӗсемпе тӗнче чемпионатӗнче те хисеплӗ элчӗ пулнă. Вӗсенче çак миссие пурнăçлама çăмăлрах пулнине каларӗ вăл. Мӗншӗн тесен ку ăмăртусем тутарстансемшӗн çӗнӗлӗх пулнă, нумай дисциплина пирки пӗрремӗш хут илтнӗ, сăмахран, хай-дайвинг çинчен.

Ачасемпе çамрăксенче спорт интересне ӳстерес тӗллевпе Ирек Зиннуров час-часах волонтерсем пирки каласа парать. Ун сăмахӗсемпе, вӗсемсӗр пӗр мероприяти те пурнăçланаймасть, çав шутра тӗнче шайӗнчи спорт ăмăртăвӗсем те. Волонтерсем тăрăшнипех Хусанта Универсиада, Шыв спорчӗн тӗсӗсемпе тӗнче чемпионачӗ çӳллӗ шайра иртсе кайнине палăртрӗ депутат.

Майпа усă курса чемпионат элчинчен Раççей сборнăйӗн ăмăртусенче çӗнтерӳçӗсен шутне кӗме шанăç пур-и тесе те ыйтрăмăр. Ирек Зиннуров шучӗпе, шанчăк хуть хăçан та пур. Раççей сборнăйӗ хăйне вăйлă команда пек кăтартасса, ăмăртусенчен тухса ӳкмессе шанать вăл.

Хусан, çӗршывăн спорт тӗп хули пулнă май, çак ята туллин пурнăçлани, ӗлӗкхипе хальхи спорт аталанăвӗ çинчен те каларӗ Ирек Зиннуров.

Тутарстанра юлашки çулсенче питӗ нумай спорт объекчӗсем ӳссе ларчӗç. Ларчӗç кăна мар, тухăçлă ӗçлеççӗ те. Универсиадăпа чемпионатсен еткерлӗхӗ пӗтӗм тутарстансемшӗн. Ӗлӗкхипе хальхине танлаштарсан, çакна калама пултаратăп: совет тапхăрӗнче шкулсенче секцисемпе кружоксем тӳлевсӗрччӗ, кашни кăмăл тăвакан çӳреме пултаратчӗ. Çак енӗпе ун чухне лайăхрахчӗ. Хам та шыври полона çӳренӗ май, ытти спорт тӗсӗсене те тимлӗх уйăраттăм.

Чемпионата хутшăнакан командăсем пирки. Ирек Зиннуров шучӗпе, Бразили, Германи, Испани, Португали, Франци, Итали сборнăйӗсен çӗнтерес шанчăк пысăк.

Темле пулсан та, çавах та хамăр çӗнтерессе шанса тăратпăр. Хусанта иртекен кашни матчах кайса курас тетӗп-ха, ӗç графикӗ тăкăс пулсан та. Пирӗн, депутатсен, парламент канашлăвӗсене сиктерме ирӗк çук. Халӗ болельщик билетне парасса кӗтетӗп. Тӗленмелле те, ăна манăн çемьерисем пурте илчӗç ӗнтӗ. Мана, чемпионат элчине, халӗ те памарӗç-ха, – çакăн пек хаваслă нотăпа вӗçлерӗ калаçăвне Ирек Зиннуров. (М.Захаров сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чемпионат мира по футболу