Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăрту

Лайăш районӗнче пурăнакан пирӗн штатра тăман авторăмăр Альберт Миронович Кольцов ӗмӗрӗпех сывă пурнăç йӗркине тытса пырать. Спортпа ача чухнех туслашнăскер, халӗ те çулла çуран, хӗлле йӗлтӗрпе вăрăм дистанцисене ним мар чупать. Ыттисемпе тупăшма та хавас. «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва хутшăнмасăр пӗр çул та юлмасть вăл. Февралӗн 18-мӗшӗнче Лайăш районӗн «Раççей...

Лайăш районӗнче пурăнакан пирӗн штатра тăман авторăмăр Альберт Миронович Кольцов ӗмӗрӗпех сывă пурнăç йӗркине тытса пырать. Спортпа ача чухнех туслашнăскер, халӗ те çулла çуран, хӗлле йӗлтӗрпе вăрăм дистанцисене ним мар чупать. Ыттисемпе тупăшма та хавас. «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва хутшăнмасăр пӗр çул та юлмасть вăл. Февралӗн 18-мӗшӗнче Лайăш районӗн «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăвӗнче те финиша пӗрремӗш çитнӗ. Сăмах май, вăл ку ăмăртура акă ӗнтӗ миçемӗш çул пьедесталăн чи çӳллӗ картлашки çинчен анмасть.
- Кăçал чупма йывăртарах пул­чӗ. Дистанци вăрăмăшӗ кӗс­кеччӗ, - терӗ вăл кăçалхи ăмăрту çинчен çурма шӳтлӗн. 78-па пыраканшăн виçӗ çухрăм çителӗклӗ пек туйăнать-ха, çитменнине унпа пӗрле чылай çам­рăкраххисем (55 çултан пуç­ласа) ăмăртнă, анчах Альберт Мироновичшăн мар. Вăл чылай вăрăмрах дистанцисене парăнтарма хăнăхнă.
Сăмах май, унăн çӗнте­рӗ­вӗн вăрттăнлăхӗ мӗнрине пӗ­летӗр-и? Ăмăрту номерӗнче. Альберт Миронович кашнинче хăй миçерине кура çав номере суйлать. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, ăмăртура 77-мӗш номерлӗччӗ вăл, кăçал вара 78-мӗш. Куратăр ӗнтӗ, хальхинче те спортсмена шалти сисӗмӗ улталаман.
Хăйӗн ӳсӗм çулӗнчи спорт­сменсенчен финиша пӗрре­мӗш çитнӗ Альберт Мироновича район администраци пуç­лăхӗ саламласа Хисеп хучӗ па­нă тата асăнмалăх парне - пароварка парнеленӗ. Ентешӗмӗре çӗнтерӳпе эпир те хӗрӳллӗн саламлатпăр, малашне те çакăн пекех вашаватлă пулса ăмăртусенче çӗнтерме вăй-хал сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев