Республика акана 28 кунра вӗçлерӗ
Ытти çулсенчен кăçал акана каярах тухсан та, вăхăтра вӗçленӗ. Çӗр ӗçченӗсем талăкне 100 пин ытла гектара акнă тӗслӗхсем те пулнă.
Çанталăк кăçал савăнтармарӗ пулсан та, Тутарстанра ака вăхăтра вӗçленчӗ. Кăçал пӗтӗмпе 2,8 миллион гектара акнă. Вӗсенчен 1,5 миллионӗ пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсем, 330 пин гектарӗ техника культури, 920 пин гектарӗ выльăх апачӗ, 7,9 пин гектарӗ пахча çимӗç.
«Ытти çулсенчен каярах акана тухрăмăр пулсан та, вăхăтра вӗçлерӗмӗр. Тухăçлă ӗçлерӗмӗр кăçал, талăкне 100 пин ытла гектара акни те пулчӗ», – тенӗ ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов ӗнер ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ака кампанине пӗтӗмлетнӗ май. Министр сăмахӗсемпе, ака ирттерме республикăна пӗтӗмпе 11,5 миллиард тенкӗ льготăллă кредит панă. Çак укçа çӗр ӗçченӗсене питӗ пулăшнă. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче ӳсен-тăрана сыхлас ӗç пырать. Кăçал сидератлă çӗр лаптăкӗсемпе ӗçлессине те вăйлатнă, тăпрана лайăхлатакан сидератсене 105 гектара акса хăварнă.
Çаплах хуçалăхсенче выльăх апачӗ хатӗрлес ӗç те пуçланнă. Аксу, Элкел, Çӳлту, Кукмор, Нурлат районӗсем нумай çул ӳсекен курăка çулма тухнă та ӗнтӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев