Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Рустам Минниханов çӗршыв аталанăвӗшӗн

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов мăшăрӗпе Гульсина ханумпа ирхине 10 сехетре Карл Маркс урамӗнче вырнаçнă А.Н.Туполев ячӗллӗ КНИТУ-КАИ çуртӗнче йӗркеленнӗ 42№ суйлав участокне килчӗ. Ытти çынсем пекех Миннихановсем паспорчӗсене кăтартса бюллетеньсем илсе кабинкăсене кӗчӗç. Пăртакран тухса бланксене урнăсене ячӗç. «Пурне те уявпа саламлатăп. Раççей Президенчӗн суйлавӗ - эпир тăвакан чи кирлӗ...

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов мăшăрӗпе Гульсина ханумпа ирхине 10 сехетре Карл Маркс урамӗнче вырнаçнă А.Н.Туполев ячӗллӗ КНИТУ-КАИ çуртӗнче йӗркеленнӗ 42№ суйлав участокне килчӗ. Ытти çынсем пекех Миннихановсем паспорчӗсене кăтартса бюллетеньсем илсе кабинкăсене кӗчӗç. Пăртакран тухса бланксене урнăсене ячӗç.

«Пурне те уявпа саламлатăп. Раççей Президенчӗн суйлавӗ - эпир тăвакан чи кирлӗ суйлав», - терӗ кăшт каярах журналистсене. «Эпӗ хам суйлава турăм. Камшăнне каламастăп. Юрамасть. Эпӗ çӗршывăн малашнехи аталанăвӗшӗн. Сасăламаннисене чӗнсе калатăп, вырăнти суйлав участокӗсене çитме тăрăшăр», - хушрӗ вăл.

Сасăланă хыççăн Рустам Миннихановпа мăшăрӗ волонтерсенчен «Япроголосовал» браслетсем илчӗç. Унпа хула транспорчӗпе тӳлевсӗр çӳреме пулать.

Участок председателӗ Алексей Лустин сăмахӗсемпе, ӗç палăртнă йӗркепе пырать. Çынсем активлă хутшăнаççӗ. Кăнтăрла тӗлне çамрăксем йышланма пуçланă. Суйлав иртнине сăнакансем те ку участока ытларах кăмăлланă пулмалла. Кандидатсен представителӗсемсӗр пуçне СНГ, Шанхай организацийӗсен пӗрлӗхне кӗрекен çӗршывсен сăнавçисем килсех тăраççӗ.

Ку участока пурӗ 2 пин ытла çын кӗрет, 1524-шӗ кунта пурăнакансем, 512-шӗ ку хутра çак вырăнта тăракансем.

Рустам Миннихановсăр пуçне кунта ТР çамрăксен ӗçӗсемпе спорт министрӗ Владимир Леонов, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов, Хусан ӗçтăвкомӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Дамир Фаттахов сасăларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев