Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ачасем валли калав

САХĂР КАТĂКӖ Çӗнӗ çул уявӗ шавлăн иртсе кайрӗ. Çичӗ çулхи Вирук валли вăл мӗн чухлӗ пылак парне илсе килчӗ! Малтан садикра елка пулчӗ, унта Хӗл Мучи ачасене канихвет-шăккалат нумай валеçрӗ. Вируксен килне тăванӗсем, кӳршисем нумайăн пычӗç - пурте тутлисемпе. Амăшӗн ӗçӗнчен те, ашшӗн ӗçӗнчен те хӗрача валли канихвет курупкисем парса...

САХĂР КАТĂКӖ

Çӗнӗ çул уявӗ шавлăн иртсе кайрӗ. Çичӗ çулхи Вирук валли вăл мӗн чухлӗ пылак парне илсе килчӗ! Малтан садикра елка пулчӗ, унта Хӗл Мучи ачасене канихвет-шăккалат нумай валеçрӗ. Вируксен килне тăванӗсем, кӳршисем нумайăн пычӗç - пурте тутлисемпе. Амăшӗн ӗçӗнчен те, ашшӗн ӗçӗнчен те хӗрача валли канихвет курупкисем парса янă. Амăшӗ хăй те хӗрӗ валли лавккаран пылаккине туянса килчӗ. Ашшӗ вара хулана кайнăччӗ - вăл та пушă алăпа таврăнмарӗ. Халӗ Вирукăн пылакки - çисе пӗтерейми!

Хӗрача юлашки вăхăтра яшкапа пăтă çиме те пăрахрӗ. Амăшӗ ӳкӗтлени те усăсăр.

-Çиес килмест ман! - тет вăл ăна хирӗç.

-Çиес килмест теме юрамасть. Тăрантăм тесе каламалла, хӗрӗм. Пӗлетӗп, эсӗ канихвет çисе тăраннă. Анчах канихвете пӗр вӗçӗмсӗр çимелле мар, вăл çиес килнине пӗтерет, вар-хырăм ӗçне пăсать. Кашни кун яшка та, пăтă та çимелле. Вӗсемсӗр лайăх ӳсейместӗн, пысăк пулаймастăн,- ăнлантарать хӗрачана амăшӗ.

Вирука вара - пурпӗрех! Ун пылакки нумай, вăл ăна юратать, ялан шăккалат та канихвет чăмлать. Пылак-çке, тутлă-çке! Хӗрача килте пылак çиме ытла нумайланса кайнипе вӗсене суйлама та тытăнчӗ ӗнтӗ, вӗсенчен хăшӗ-пӗри «тутлă мар» пулма тытăнчӗç.

-Кун пекки тутлах мар, ун пеккине çиместӗп, ку начар! - текелет вăл канихветсене пӗчӗк аллипе чаштăртаттарса суйласа ларнă майăн.

Аптăранă енне хӗрача шăккалатсемпе выляма та тытăнчӗ, вӗсене пукане çăварне чикнӗ пек тăвать, ун тутине сӗрсе ярать.

-Çи, çи, Маша, ман кун пекки нумай! - тет вăл пукане тутине шăккалатпа вараласа.

Хăй вара канихветсене çуррине çиет те сӗтел çине хурать, хăш чухне диван çине те пăрахса хăварать. Кайран пырать те ним асăрхамасăр ун çине ларать, кӗпине варалать. Компьютер умӗнче те çисе пӗтереймен канихвет е шăккалат татăкӗсем выртаççӗ, сӗтелӗ хăмăр тӗспе вараланнă. Канихвет хучӗсем - унта та кунта йăваланаççӗ.

Пӗррехинче вара кукамăшӗ çӳп-çап витринче те çур плитка шăккалат тупрӗ!

-А-яй-ай! Мăнукăм, мӗн япали ку? Витрене шăккалат кам пăрахнă? - ыйтрӗ вăл тӗлӗнсе Вирукран.

-Тутлă мар вăл, кукамай. Çăвара йӳçӗ калать, çавăнпа пăрахрăм. Ман ун пеккисем тата нумай-ха кунта! - савăнса хуравларӗ Вирук.

-Эй, мăнукăм... Эсӗ тăраннă иккен пылак çимерен, сан куçу кăна выçă ӗнтӗ... - тăссарах ассăн сывласа ячӗ кукамăшӗ. -Лар-ха, эппин, диван çине. Эп сана ачалăхри пӗр интереслӗ япала çинчен каласа кăтартам.

Вара вăл мăнукне ачашшăн аллинчен тытрӗ те хăй çумне вырнаçса ларма пулăшрӗ. Унтан васкамасăр калаçма тытăнчӗ:

-Эпӗ Аслă вăрçă вăхăтӗнче ӳснӗ. Арçынсем пурте тăван çӗршыва сыхлама тухса кайнăччӗ. Ман атте те фронтраччӗ. Ялта хӗрарăмсемпе ачасем çеç юлнă. Анне пире - мана тата икӗ шăллăма - киле хамăра кăна пăрахса хăварса калхус ӗçне çӳретчӗ. Апат çитместчӗ. Ялан çиес килетчӗ. Çăкăра пире анне пӗчӗк татăксем туса касса паратчӗ те кайран ыттисене пир татăкӗпе типтерлӗн чӗркесе арчана хуратчӗ, çăрапа питӗрсе илетчӗ. Уççине вара саппун кантри çине çакса яратчӗ. Хăшӗсен вара çăкăр та пулман. Вӗсем мăян пуçтарнă, ăна çуклă-пурлă çăнăхӗпе хутăштарса пашалу пӗçернӗ. Мӗнле тутлă пулнă-ха вăл! Е çӗрулми анкартинче крахмал пуçтарнă. Крахмал вăл - кӗркунне пуçтарса илеймен, юр айӗнче хӗл каçнă çӗрулми. Вăт çавна та пашалу пек лапчăтса пӗçерсе çинӗ е яшка çине янă. Вăл та тутлăччӗ, мӗншӗн тесен урăххи пулман. Çынсем вӗлтӗрен татса пӗçерсе çинӗ, çырмасенче вӗлтӗрен те юлманччӗ. Курăк е çăка çулçи пӗçерсе çинӗ. Канихвет-шăккалат мӗн иккенне те пӗлмен эпир... Вăт çапла пулнă ун чух пурнăç... Атте те фронтран таврăнмарӗ. Эпир çурма тăлăха юлтăмăр...

Пӗррехинче эпир - виçӗ пӗртăван - килте шурă пурăпа çырмалла вылятпăр. Анне те пур. Пӳрт стенине сăрламанччӗ, ун çине патаксем, ункăсем ӳкеретпӗр, пӗлекен саспаллисене кукăртса хуратпăр. Çав вăхăтра пирӗн пата аннен иккӗмӗш сыпăкри тăванӗ - Марче аппа хăнана килчӗ. Вăл хулара учителе вӗренетчӗ. Аппа пӳрте кӗчӗ те ăшшăн кулса пирӗн пата пычӗ, кӗсйинчен виçӗ пӗчӗк шурă катăк кăларчӗ те пӗшкӗнсе пире валеçсе тухрӗ. Эпир савăнса кайрăмăр - пирӗн валли пурă илсе килнӗ! Тӳрех шурă катăксемпе стена çине çырма пикентӗмӗр. Мӗн ку? Шурă та хытă катăксем çырмаççӗ!

-Аппа, çырмасть-çке ку пурă! - тесе эпир вăта шăллăмпа иксӗмӗр кăмăлсăрлантăмăр, катăксене алăк патнелле ывăтса ятăмăр. Вӗсем шакăртатса кусса кайрӗç.

Марче аппа пире улталарӗ пулӗ тетпӗр. Кӗçӗн шăллăм вара аллинчи катăкне темле майпа çăварне хыпса пăхнă иккен, чӗлхипе сӗртӗннӗ.

-Тутлă ку, тутлă! Пылак ку! - тесе кăшкăрса ячӗ вăл çийӗнчех.

Эпир те ывăтса янă катăксем патне хăвăрт чупса кайса урайӗнчен илтӗмӗр те тӳрех çăвара чикрӗмӗр. Эх, тутлă пулса кайрӗ çăварта! Чăнах та - пылак иккен! Эх, пылак! Часах шурă катăк çăварта ирӗлме тытăнчӗ. Эпир пӗр-пӗрин çине пăхса савăнатпăр, пӗр чарăнми çăварти шурă катăка сурчăкпа йӗпетсе чӗлхепе çавăратпăр, туртсах ӗметпӗр. Часах вара çăварта унран нимӗн те юлмарӗ, йăлтах ирӗлсе кайрӗ.

Шурă та хытă катăк - сахăр пулса кайрӗ иккен! Аппасене педучилищӗре Çӗнӗ çул ячӗпе кăштах сахăр панă пулнă. Вăл ăна хăй çимен. Пире, выçă ачасене, тутантарса пăхтарас, кăштах савăнтарас шутпа яла илсе килнӗ. Вăт çавăн чухне тутлăччӗ, вăт пылакчӗ çăварта! Мӗн чухлӗ вăхăт иртрӗ ӗнтӗ - ку саманта ниепле те манаймастăп! Ăна аса илсенех çăварта пылак пулса каять.

Вăт çапла ӳснӗ эпир, вăрçă ачисем. Халӗ вара сирӗн пурте пур: çимелли те сӗтел тулли, тăхăнмалли те темиçе шкап. Эсир выçлăх, сивӗ пӳрт, тăхăнмалли çукки мӗн иккенне пӗлместӗр, вӗсене курман. Курмалла та ан пултăр! Çавăнпа хакла пӗлместӗр эсир çимене, шăккалата та çӳп-çап витрине пăрахатăр. Пирӗншӗн вара сахăр çисе курни те пысăк савăнăç пулнă - уяв пекех...

Вирук кукамăшӗ каласа панине тимлӗн, пӗр сасă кăлармасăр итлесе ларчӗ. Унтан ура çине сиксе тăчӗ те ун енне çаврăнса çапла каларӗ:

-Кукамай, эпӗ халӗ ăнлантăм. Шăккалата урăх нихăçан та çӳп-çап витрине те, урайне те пăрахмастăп. Çимене пăрахма юрамасть. Малашне эпӗ шăккалата çисе яраймасан холодильника пуçтарса хуратăп та тепрехинче илсе çиетӗп.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев