Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Шаймиев та Путинăн шаннă çынни

Тутарстанăн хисеплӗ çынни Минтимер Шарипович Шаймиев çак кунсенче хăйӗн 81 çулне паллă турӗ. Сăмах май, çуралăн кунпа саламланă саламсен çумне эпир те, Тутарстан чăвашӗсем, хушăнса ăна çирӗп сывлăх, вăй-хал сунатпăр. Пултаруллă политикран тӗслӗх илмелӗх пур. Ăс-хакăлне, анлă тавракурăмне кăна мар, çирӗп ӗç графикне пăхмасăр вăл сывă пурнăç йӗркине ӗмӗрӗпех, паянхи...

Тутарстанăн хисеплӗ çынни Минтимер Шарипович Шаймиев çак кунсенче хăйӗн 81 çулне паллă турӗ. Сăмах май, çуралăн кунпа саламланă саламсен çумне эпир те, Тутарстан чăвашӗсем, хушăнса ăна çирӗп сывлăх, вăй-хал сунатпăр. Пултаруллă политикран тӗслӗх илмелӗх пур. Ăс-хакăлне, анлă тавракурăмне кăна мар, çирӗп ӗç графикне пăхмасăр вăл сывă пурнăç йӗркине ӗмӗрӗпех, паянхи кунччен, тытса пынине те. Минтимер Шарипович тивӗçлӗ канура пулсан та республика, çӗршыв ӗçне хастар хутшăнать-ха. Вăл ТР Президенчӗн Канашçи, «Возрождение» ыркăмăллăх фондăн ертӳçи. «Коммерсантъ» хаçат пӗлтернӗ тăрăх, М.Шаймиев РФ Президенчӗ пулма хăйӗн кандидатурине тăратнă, çӗршывăн хальхи ертӳçин В.Путинăн шаннă çыннисен списокне те кӗнӗ. Тӗп суйлав комитечӗн пайташӗ Александр Клюкин пӗлтернӗ тăрăх, çак списокра хальлӗхе 413 çын. Паллă çынсенчен: Татьяна Навкапа Илья Авербух фигуристсем, Сергей Безруков, Михаил Боярскийпе Александр Калягин актерсем, Федор Бондарчук режиссер, Аскольдпа Эдгард Запашныйсем тата ытти те.

Раççей Президенчӗ пулма хăйсен кандидатурине тăратнă Ксения Собчак, Григорий Явлинский, Борис Титов та çывăх вăхăтра хăйсен шаннă çыннисен списокне хатӗрлеме тытăнӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев