Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Шкулсенче юлашки шăнкăрав

Майăн 24-мӗшӗнче çӗршыври вун пӗрмӗш классемшӗн юлашки шăнкăрав янăрарӗ, пӗр вăхăтрах савăнăçлă та тунсăхлă уяв.

2017-2018 вӗренӳ çулӗ те сисӗнмесӗр вӗçленчӗ. Раççейри пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан шкулсенчен вӗренсе тухакансемшӗн хӗрӳ тапхăр пуçланать – умра патшалăх экзаменӗсем. Майăн 24-мӗшӗнче вара пӗтӗм çӗршыври вун пӗрмӗш классемшӗн юлашки шăнкăрав янăрарӗ, пӗр вăхăтрах савăнăçлă та тунсăхлă уяв.

Çак кун Тутарстан Республикин Премьер-министрӗн çумӗ, вӗрентӳпе наука министрӗ Рафис Бурганов та шкул пӗтерекенсене юлашки шăнкăравпа саламларӗ. «Хисеплӗ шкул пӗтерекенсем, юлашки шăнкăравпа саламлатăп сире! Сирӗншӗн вăл паян ачалăхпа уйрăлса хăвăр тӗллӗн пурăнмалли çӗнӗ тапхăр символӗ пулса тăрать. Умра тепӗр яваплă тапхăр – патшалăхăн тӗп аттестацийӗ. Ун хыççăн пурнăç ориентирӗ пулса тăракан малашнехи професси çулне палăртса специальность суйласа илме тивет. Уншăн сирӗн вăй та, энерги те, пултарулăх та пур! Шкулта илнӗ пӗлӳ ӗмӗтленнине пурнăçлама пулăштăр. Çитӗнӳсем çинче чарăнса ан тăрăр, лайăххисен шутне кӗрес тӗллевпе малаллах утăр!

Шкул çулӗсенче хăвăрпа çумлăн пулнисене, шухăшлама вӗрентнисене, чи кăткăс ыйтусене татса пама пулăшакансене уйрăммăн тав тăватăп. Вӗсем сирӗн педагогсемпе аçăр-аннӗрсем. Вӗсем хуть хăçан та ăслă канаш пама, пулăшма хатӗр пулнине ан манăр. Ăнăçу сунатăп сире, шкул пӗтерекенсем. Шухăшăрсем ырă, ӗмӗтӗрсем çӳллӗ, пурнăç çулӗ тулли те интереслӗ пултăр!», – тенӗ вӗрентӳпе наука министрӗ саламлă сăмахӗнче. А.Наумов сăнӳкерчӗкӗнче: Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу вăтам шкулӗнче вӗренекенсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество